

«Вăрçă ачисене халалланă палăк – пире пурне те пырса тивекен истории тапхăрĕ. Палăк атте-аннесене, асатте-асаннесене сăнласа парать. Вăл тылра, уй-хирте, заводсемпе госпитальсенче вăй хунă, фронтра пулман çынсен ăрăвĕ пирки. Çак ăру пирĕн çĕршыв çĕнтерессе чунтан шаннă. Тăван çĕршывăн шăпи вĕсен ачалăх аллинче пулнă-çке», - çапла çырнă хăйĕн телеграм-каналĕнче Мелеуз район администраци пуçлăхĕ Забир Габдуллин.
Чăн малтан темиçе проект пăхса тухнă. Ачасене цехра сăнлама пултарнă. Вăл çав вăхăтри историне тĕрĕс кăтартса парать, анчах Мелеуз районĕнчине мар.
- Пирĕн вăрçă ачисем хирте ĕçленĕ, çавăнпа акапуç тытса тăракан арçын ачапа кĕлте йăтакан хĕр ачан кÿлепине калăпланă. Асăннă сăнарсене Мелеуз районĕнче пурăнакансен архиври сăн ÿкерчĕкĕсем тăрăх суйласа илнĕ. Çакă вăрçă ачисене тав туни, вĕсен паттăрлăхне паянхи кун пурăнакансене аса илтерни пулĕ, - тенĕ район пуçлăхĕ.