Урал сасси
+20 °С
Уҫҫӑнах
Вăрçă ачисем
22 Июлӗн , 11:00

Фронтовикăн наградине 80 çул иртсен Латвире тупнă

Латви Республикинчи Цере поселокĕнче йĕркеленĕ шырав ĕçĕсем вăхăтĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă салтакăн çухалнă медальне тупнă. Фронтовикăн наградине - «Хастарлăхшăн» медале - Ĕпхÿ хулинче тăванĕсене панă. Шыравçăсем медалĕн хуçине палăртнă. Вăл – Пелепей районĕнчи Мартыново ялĕнчи Василий Чистиков.

Фронтовикăн наградине 80 çул иртсен Латвире тупнăФронтовикăн наградине 80 çул иртсен Латвире тупнă
Фронтовикăн наградине 80 çул иртсен Латвире тупнă

ПР Обществăлла палата пĕлтернĕ тăрăх, медаль республикăри Çар Мухтавĕн музейĕнче упранĕ.

Василий Иванович Чистиков 1926 çулхине çуралнă. 1943 çулхи ноябрь уйăхĕнче ăна фронта чĕнсе илнĕ. Медале «Курляндский котел» таврашĕнчи çапăçусенчен пĕринче 1945 çулхине çухатнă. Наградăна сакăр вунă çул иртсен, 2025 çулхи çуркунне, Латвинчи Цере поселокĕнчен икĕ çухрăмра тупнă. Василий Иванович вăрçă витĕр тухнă, килне ырă-сывă таврăннă. Хăюллă салтак «Хастарлăхшăн», «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çç Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальсене тивĕçнĕ.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас