Урал сасси
+19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕренÿ
14 Июлӗн 2022, 12:00

«Шкула пуçтарăнма пулăш»

Пушкăртстанра пурăнакансене «Шкула пуçтарăнма пулăш» ыркăмăллăх акцине хутшăнма чĕнеççĕ. Вăл август уйăхĕн 31-мĕшĕччен пырĕ.

«Шкула пуçтарăнма пулăш»
«Шкула пуçтарăнма пулăш»

Кăçал асăннă акци 12-мĕш хут иртет. Унăн тĕп тĕллевĕ – йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесенчи ачасене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленме пулăшасси.
Пушкăртстанри Ĕç министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, шкул валли япаласем пуçтарасси республикăри районсем хушшинчи «Çемье» центрĕсенче тата хуласемпе районсенчи уйрăмĕсенче икĕ уйăх хушши пырать.
Пуçтарăннă япаласене çу вĕçĕнче халăха социаллă пулăшу паракан учрежденисенче учетра тăракан çемьесене парĕç. Кашни кăмăл пур çынах укçа-тенкĕ енчен çителĕксĕр, нумай ачаллă, сывлăхĕсене пула тулли пурнăçпа пурăнайман ача çитĕнтерекен çемьесенчи ачасене шкула хатĕрленме пулăшма пултарать.
Канцеляри таварĕсем, çыру тата ÿкермелли хатĕрĕсем, ача-пăча пултарулăхне аталантармалли хатĕрсем çĕнĕ, портфельсемпе шкул формисем, учебниксем, илемлĕ литература çĕнĕ е усă курни, анчах тирпейлĕ, таса пулмалла. Акцие хутшăнма кăмăл тăвакансен шучĕ çултан çул ÿссе пырать. Унта тĕрлĕ сферăри патшалăх учрежденийĕсен коллективĕсем (социаллă пулăшу, медицина, суд тата йĕрке хуралçисен системи, граждан оборони) кĕреççĕ. Çавăн пекех пысăк акцие коммерци предприятийĕсен, пĕчĕк тата вăтам бизнес компанийĕсен ертÿçисем тата вĕсен командисем хутшăнаççĕ. 2021 çулта укçа-тенкĕ енчен çителĕксĕр, нумай ачаллă, сывлăхĕсене пула тулли пурнăçпа пурăнайман ача çитĕнтерекен 7185 çемьери 11568 ача 13 161 544 тенкĕлĕх пулăшу илнĕ. Кăçал «Шкула пуçтарăнма пулăш» ыркăмăллăх акци Украинăпа Луганск хулинчен ирĕксĕрех куçса килнисене те пырса тивĕ.
Акцие епле хутшăнмалли çинчен калакан информацие www.семьярб.рф çемье порталĕнче тупма пулать. Е тата «Çемье» центрĕн пĕрлĕхлĕ телефон номерĕ çине 8-800-347-50-00 шăнкăравлама май пур.
Надежда АЛЕКСЕЕВА.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: