Урал сасси
+19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕренÿ
30 Августӑн 2022, 17:55

Икĕ тĕнче ытамĕнче телейне тупнă Светлана Васильевна

Пур çав пирĕн халăхăн пултаруллă та ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулмалли çынсем. Тепĕр чухне эпир вĕсене кулленхи пурнăçра асăрхамастпăр та, пĕр-пĕр мероприятисенче тĕл пулсан кăна аса илетпĕр.  

Икĕ тĕнче ытамĕнче телейне тупнă Светлана Васильевна
Икĕ тĕнче ытамĕнче телейне тупнă Светлана Васильевна

Федоровка районĕнчи Урал ялĕнче пурăнакан Светлана Юдина вĕрентекене çак тăрăхра çеç мар, республикăра та лайăх пĕлеççĕ пулĕ тетĕп. Ахаль вулакан унăн сăнне куç умне кăларса тăратаймасан та юрă-кĕвĕ ăстисемшĕн вăл çывăх çын. Унăн пултарулăхĕпе куракансем те тĕрлĕ фестиваль-конкурссенче пĕрре мар паллашнă, тăвăллăн алă çупса хак панă.

Тĕрлĕ кĕвĕ инструменчĕсемпе калама пĕлнине, хăйех вырăнти авторсен сăмахĕсемпе юрăсем кĕвĕленине, пултарулăх ансамблĕсене ертсе пынине тата ыттисене те шута илсен чăн малтан Светлана Юдинана культура ĕçченĕ теме пулать. Пĕр енчен пăхса ку тĕрĕс те – ăна Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ ята ытахальтен паман. Тивĕçлипе тата тунă ĕçĕсене хак парса  Анчах та 38 çул тăван ялти шкул алăкне уçса пĕлÿ тĕнчине ачасемпе пĕрле утса кĕнине асра тытсан пирĕн герой кам-ши – культура ĕçченĕ е вĕрентекен? Паллах, çак ыйту çине ĕçре икĕ тĕнче ытамĕнче пурăнакан Светлана Васильевна чĕре хушнипе хăй çеç тĕрĕс хурав пама пултарать. Аслă категориллĕ педагог виçĕ теçетке çул ытла  пуçламăш класри ачасене пĕлÿ парать. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче вăл пĕрремĕш классене кĕтсе илет. Çакă ăна питĕ те хавхалантарать, мĕншĕн тесен вĕсем ялăн, Тăван çĕршывăн малашлăхĕ-çке.

Пĕлÿ кунĕ умĕн Светлана Васильевнан тата унăн çывăх çыннисен савăнма тата тепĕр сăлтав пулчĕ – ăна  РФ Çут ĕç министерстви «Раççей Федерацийĕн воспитани тата çут ĕç сферин хисеплĕ ĕçченĕ» ята парса чысланă. Çавăн пекех вăл ятарлă палла тивĕçнĕ. Саламлатпăр.

Вулакансене пĕлсе тăма, С.В.Юдина çинчен тĕплĕнрех «Урал сасси» хаçатăн çитес номерĕсенчен пĕринче вуласа пĕлме пултаратăр.

Юрий СНЕГОПАД.

Икĕ тĕнче ытамĕнче телейне тупнă Светлана Васильевна
Икĕ тĕнче ытамĕнче телейне тупнă Светлана Васильевна
Икĕ тĕнче ытамĕнче телейне тупнă Светлана Васильевна
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: