Урал сасси
+19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕренÿ
6 Сентябрӗн 2022, 17:45

Вĕренекенсем тĕп редактора экзамен тыттарчĕç

Пелепей хулинчи чăваш гимназийĕнчи тăххăрмĕш класра вĕренекенсем çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕпе Юрий Михайловпа тĕл пулчĕç. Ăна  Пĕтĕм Раççейри «Хăвăн Пĕлĕвÿпе паллаштар» («Поделись своим Знанием») акци витĕмĕпе йĕркеленĕ.

Вĕренекенсем тĕп редактора экзамен тыттарчĕç
Вĕренекенсем тĕп редактора экзамен тыттарчĕç

 Хĕрĕх пилĕк минута тăсăлнă мероприяти хăйне евĕр кăсăк та усăллă иртрĕ. Ытларах калаçу журналистикăри тата хаçат кăларас ĕçри кăткăс самантсем пирки пычĕ. Юрий Николаевич вĕренекенсене хăй журналистикăна мĕнле килни, «Урал сасси» хаçатăн аталанăвĕ, унăн паянхи лару-тăрăвĕ çинчен каласа пачĕ, воспитанипе мораль темисене хускатрĕ. Унсăр пуçне хаçат ĕçченĕ ачасем ятарласа хатĕрленĕ ыйтусем çине хуравларĕ. Вĕсем тĕрлĕрен пулчĕç: «Ĕçре эсир мĕнрен хăратăр?», «Пурнăçра эсир малашне мĕне вĕреннĕ пулăттăр?», «Çĕнĕрен пурăнма тытăннă пулсан пурнăç çулне мĕнрен пуçланă пулăттăр?» тата ытти кăткăс та тарăн шухăшлă ыйтусем. Кĕскен каласан, çамрăк ăру тĕп редактора экзамен тыттарчĕ тесен те йăнăш пулмĕ.

Тĕлпулу вĕçĕнче вĕренекенсемпе хăна асăнмалăх сăн ÿкерчĕк ÿкрĕç. Тĕлпулăва Вера Алексеева вĕрентекен йеркелерĕ тата ертсе пычĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: