Урал сасси
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕренÿ
7 Сентябрӗн 2022, 13:05

Раççей çут ĕç министрĕ ăнлантарса пани

Раççейри Çут ĕç министерствинче ведомство пуçлăхĕ Сергей Кравцов уроксем вăхăтĕнче телефонсемпе усă курма юраманни çинчен каланине ăнлантарса панă.

Раççей çут ĕç министрĕ ăнлантарса пани
Раççей çут ĕç министрĕ ăнлантарса пани

СанПиНпа килĕшÿллĕн çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен пуçласа компьютер е планшет вырăнне смартфонсемпе усă курма чарнă. Мĕншĕн тесен гаджетсен экранĕсем пĕчĕк. Çакă куç органĕсем карăнни тата курăмлăх пăсăлни патне илсе çитерет. Ачасем васкавлă çыхăну валли телефонсемпе усă курма пултарĕç. Вĕсенчен гаджетсене туртса илмĕç.
– Çĕнĕ санитари правилисем уроксенче электронлă вĕрентÿ хатĕрĕсемпе усă курассине те пырса тивĕç. Интерактивлă çыру хăмин диагоналĕ 165,1 см кая пулмалла мар, компьютерпа ноутбук мониторĕн диагоналĕ – 39,6 см, планшетăн – 26,6 см, – ăнлантарса панă Çут ĕç министерствинче.
Çавăн пекех Çут ĕç министерствин ертÿçи Сергей Кравцов Пĕтĕм Раççейри ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕнче шкулсенче юсав ĕçĕсем ирттерме укçа-тенкĕ пухассипе çыхăннă ыйтăва та сÿтсе явнă. Вăл шкул ачисен ашшĕ-амăшĕсем çулсерен тÿлев хывмалла маррине, укçа-тенкĕ пухасси саккуна пăснине палăртнă.
– Укçа-тенкĕ пухасси – уголовлă ĕç. Çакăн çинчен йĕрке хуралçисене тата пире пĕлтермелле. Шкулсене тĕпрен юсамалли президент программине илес пулсан, мĕнпурне те бюджетри укçа-тенкĕпе тивĕçтернĕ. Раççейри 7,5 пин шкул çурчĕ валли 500 млрд тенкĕ уйăрса панă. Пĕчĕк юсав ĕçĕсем регион укçи-тенкипе пурнăçланаççĕ. Çавăнпа ашшĕ-амăшĕсенчен укçа-тенкĕ пухмалла мар, – çирĕплетнĕ Сергей Кравцов.
Ирида НОВИКОВА.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: