Урал сасси
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕренÿ
19 Декабрӗн 2022, 16:30

Эпир туслăхпа вăйлă

Шаран районĕнче пурăнакан халăхсен культурине халалласа уйăхлăх ирттересси йăлана кĕчĕ.

Эпир туслăхпа вăйлă
Эпир туслăхпа вăйлă

Наратастă ялĕнчи вăтам шкулти «Эколог-йĕрлевçĕ» («Эколог-следопыт») тата «Ĕнчĕ пĕрчи» («Жемчужина») пĕрлешÿсенче тăракан ачасем уйăх хушши чăваш фольклорне (юрăсемпе юмахсене, наци тумĕсене, халăх уявĕсемпе вăййисене) вĕренчĕç, тĕрлĕ конкурссене хутшăнчĕç. Вĕренекенсем уйăхлăха вĕçлесе чăваш халăх культурине халалласа мероприяти ирттерчĕç.

«Эколог-йĕрлевçĕ» пĕрлешÿре тăракансем Шаран районĕнче пурăнакан чăвашсен историйĕпе паллаштарчĕç, «Тилĕ-ташлавçă» чăваш халăх юмахĕ тăрăх сценка лартрĕç. Ачасем реквизитсемпе декорацисене хăйсем ăсталарĕç. Юмаха курма 1-6-мĕш классенче вĕренекенсем килсе çитрĕç.

«Ĕнчĕ пĕрчи» пайташĕсем (3-4-мĕш класс ачисем) квест мелĕпе йĕркеленĕ «Чăваш культури»  ăс-тăн вăййине хутшăнчĕç. Вăл 5 тапхăрпа иртрĕ: вĕренекенсем «Почта», «Юмах», «Уяв», «Асанне арчи» тата «Паллă çынсем» станцисене çитсе тĕрлĕ ĕçсем пурнăçларĕç. Мероприяти хаваслă лару-тăрура иртрĕ. Уйрăмах ачасене «Асанне арчи» станци килĕшрĕ. Кунта вĕсем ĕлĕкхи тумсене хăйсен аллисемпе тытса тата вĕсене тăхăнса пăхма пултарчĕç. Квест пĕтĕмлетĕвĕсемпе килĕшÿллĕн 4-мĕш класс ачисем мала тухрĕç. Сăн ÿкерчĕксен конкурсĕнче вара Ирина Ихсанована çитекенни пулмарĕ.

Мероприятисене йĕркелекенсене, унта хутшăнакасене, вĕрентекенсемпе ачасен ашшĕ-амăшĕсене пулăшу панăшăн пысăк тав сăмахĕ калас килет. Малашне те пĕрле тухăçлă ĕçлессе шанса ăнăçусем сунатăп.

Г. КУЧМУХАМЕТОВА, хушма вĕрентÿ педагогĕ.

Шаран районĕ, Наратастă ялĕ.

 

Эпир туслăхпа вăйлă
Эпир туслăхпа вăйлă
Эпир туслăхпа вăйлă
Эпир туслăхпа вăйлă
Эпир туслăхпа вăйлă
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: