Урал сасси
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕренÿ
13 Кӑрлач 2023, 15:50

Шкул ачисем кану зони йĕркелеме грант çĕнсе илнĕ

Дюртюли хулинчи 4№ шкулта ăс пухакан ачасен пуçарăвĕпе кану зони йĕркеленĕ.

Шкул ачисем кану зони йĕркелеме грант çĕнсе илнĕ
Шкул ачисем кану зони йĕркелеме грант çĕнсе илнĕ

Аслă классенче вĕренекенсем хăйсем проект хатĕрленĕ, ăна конкурсăн суйлав тапхăрне тăратнă. Çапла майпа ачасем хăйсен ĕмĕтне пурнăçа кĕртме республика хыснинчен укçа-тенкĕ илме пултарнă.

Шкул директорĕ Динар Набиев каласа панă тăрăх, январь уйăхĕн 12-мĕшĕнче  кану зонине чаплă лару-тăрура уçнă. Ăна пĕрремĕш хутăн холĕнче йĕркеленĕ. Хола илемшĕн якатса юсанă, сĕтел-пукансене улăштарнă, колонкăллă телевизор вырнаçтарнă, урайĕнче тата сĕтел çинче вылямалли вăйăсем тата грифель хăма туяннă. Халĕ ачасем пушă вăхăта хăтлă тата илемлĕ зонăра ирттерме пултараççĕ.

 - Пирĕн ачасем хăйсем тĕллĕн, аслисен пулăшăвĕпе усă курмасăр проект хатĕрлерĕç. Вăл грант çĕнсе илчĕ. Эпир республика бюджетĕнчен 550 пин тенкĕ илме пултартăмăр,  муниципалитетран 55 пин уйăрса пачĕç, 100 пин тенкĕ ытла ачасен ашшĕ-амăшĕсем пухрĕç,  - тесе палăртнă Динар Набиев.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: