Урал сасси
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕренÿ
4 Майӑн 2023, 17:00

Пушкăртстан шкул ачисен олимпиада кăтартăвĕсемпе Топ-10 регионсен шутĕнче

Пушкăртстан шкул ачисем Пĕтĕм Раççейри олимпиадăсене хутшăнса çĕнтернисен шучĕпе Топ-10 регионсен шутне кĕнĕ. Çĕршывра иртнĕ олимпиадăсен пĕтĕмлетĕвĕсене РФ Çут ĕç министерствин телеграм-каналĕнче пичетлесе кăларнă.

Пушкăртстан  шкул ачисен олимпиада кăтартăвĕсемпе Топ-10 регионсен шутĕнче
Пушкăртстан шкул ачисен олимпиада кăтартăвĕсемпе Топ-10 регионсен шутĕнче

2019 çулта призерсемпе çĕнтерÿçĕсен шучĕпе (100 пин çын пуçне илсен) республика Раççей Федерацинче 35-мĕш вырăнта пулнă. 2020 çулта пĕтĕмлетÿсем туман. 2021 çулта Пушкăртстан 16-мĕш вырăна хăпарнă пулсан, иртнĕ çулхи кăтартусемпе çĕршывра вуннăмĕш пулнă.

Рф Çут ĕç министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 2023 çулта çĕршыври шкул ачисен олимпиадисенче финала 6 пин ытла вĕренекен тухнă. Мероприятисем кашни çул 24 предметпа сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 30-мĕшĕччен тăватă тапхăрпа (шкулта, муниципалитетсенче, регион тата çĕршыв шайĕнче) иртеççĕ.

Призерсемпе çĕнтерÿçĕсем финалта çĕнсе илнĕ дипломсем тăватă çул хушши Раççейри аслă шкулсене вĕренме кĕнĕ чухне абитуриентсене хăйсен профилĕпе экзамен тытассинчен хăтараççĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Пушкăртстан  шкул ачисен олимпиада кăтартăвĕсемпе Топ-10 регионсен шутĕнче
Пушкăртстан шкул ачисен олимпиада кăтартăвĕсемпе Топ-10 регионсен шутĕнче
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: