Урал сасси
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕренÿ
18 Июнӗн 2023, 16:25

Маттур, Анастасия!

Хальхи вăхăтра шкулсенче пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсем (ЕГЭ) тытасси пырать. Вĕренекенсем çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăваççĕ. Экзаменсене 100 баллăх тытакансем те пур.  Çавăн пеккисен шутĕнче чăваш ачисем те пурри савăнтарать.

Маттур, Анастасия!
Маттур, Анастасия!

 Акă, Çтерлĕри 1№ лицейра вĕренекен  Анастасия Маркелована илер. Вăл хими предмечĕпе экзамена 100 баллăх тытнă. Ăна вĕрентекенĕ – Эмма Ульшатовна Тинишева педагог.

Паллах, çак пулăм çывăх çыннисемшĕн пысăк парне пулса тăрать. Сăмах май, хĕрĕн ашшĕпе амăшĕ, Дмитрий Алексеевичпа Ольга Михайловна, Авăркас районĕнчи Шланлă ялĕнче çуралса ÿснĕ. Хальхи вăхăтра çемье пуçлăхĕ хулари ТЭЦра вăй хурать, мăшăрĕ – 9 № вулавăш ĕçченĕ.  Ольга Михайловна Пушкăртстанри чăвашсен наципе культура пĕрлешĕвĕн, Çтерлĕ хулинчи чăваш наципе культура автономин (ЧНКА) хастар пайташĕ шутланать.

Ватсапри ушкăнра Çтерлĕри ЧНКА ертÿç Оксана Федорова Анастасияна çитĕнÿ тунă ятпа саламланă май çакăн пек йĕркесем çырнă: «Маттурсем! Ольга Михайловна икĕ хĕрĕр те çапла тăрăшуллă, вĕренÿре хастар. Сирĕнпе пĕрле мăнаçланатпăр. Настенькăна пурнăçăн аслă çулĕ çинче яланах ырлăх, пехет, ăнăçу кĕтсе тăтăр. Ăçта тухсан та çулу такăр пултăр, çулу çинче ырă çынсем çеç тĕл пулччĕр, пехетлĕ пул».

Эпир те чăваш хĕрне чун-чĕререн саламлатпăр. Хăвна килĕшекен аслă шкула суйласа илсе унăн алăкне хăюллăн уçса кĕмелле пултăр, вĕренÿре юнашар  шанчăклă туссем пуласса шанатпăр.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: