Пуринчен те ытларах пĕрремĕш класс ачин пуххин хакĕ ÿснĕ. Асăннă комплект канцеляри хатĕрĕсенчен тăрать: кăрандашсемпе ручкăсем, альбомсем тата ытти те. Унăн хакĕ 30% ÿснĕ. Çавна пула ашшĕ-амăшсем ăна вăтамран 1 272 тенкĕ парса туянма пултарнă. Шкул формипе çыхăннă тăкаксем те 20% хăпарнă. Çапла вăтам чек 2 090 тенкĕпе танлашĕ. Рюкзак 8 процента хаклăланнă. Ытларах ашшĕ-амăшсем ăна вăтамран 1 890 тенкĕ парса туянаççĕ. Ача-пăча шăлаварĕсемпе юбкăсен тата кроссовкисен хакĕсем 2-3% чакнă. Кроссовкин вăтам хакĕ 1 265 тенкĕпе танлашать пулсан, шăлаварсемпе юбкăсен – 1 135 тенкĕ.
Укçа-тенке мĕнле перекетлемелле? Енчен те эсир шкула маларах хатĕрленмерĕр пулсан, август уйăхĕнче перекетлеме май çуккине шута илĕр. Шăпах çав вăхăтра суту-илÿ рынокĕсенче ажиотаж пуçланать, хаксем ÿсме тытăнаççĕ. Çавăнпа кирлĕ хатĕрсен пĕр пайне маларах туянса хурăр, ыттине – сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн.
Иртнĕ çулхи запассене пăхса тухăр. Тен, пеналсемпе, линейкăсемпе тата кĕнеке-тетрадь хуплашкисемпе кăçал та усă курма пулать. Енчен те ачăр çĕннине ыйтать пулсан асăннă хатĕрсемпе кăçал та усă курма пултарни çинчен калаçу ирттерĕр.
Çавăн пекех усă курнă япаласене сутакан пĕлтерÿсене шута илĕр. Хăвăр та кирлĕ маррисене сутма тăрăшăр. Ачасем уяв тумтирне çулталăкне пĕрре тăхăнаççĕ, каярах çÿреме хăтлă тумтир çине куçаççĕ. Çапла майпа япаласем хăйсен çĕнĕлĕхне çухатмаççĕ.
Ирида НОВИКОВА.