Урал сасси
+19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕренÿ
10 Октябрӗн 2023, 12:45

Çамрăк журналистсене йыхравлатпăр

Ĕпхÿ хулинчи наукăпа технологисен университечĕн Çтерлĕри филиалĕн пушкăрт тата тĕрĕк филологийĕн факультечĕ Çамрăк журналистсен клубĕ йĕркеленипе Пушкăртстанра «Çамрăк журналист» конкурс ирттерет.

Çамрăк журналистсене йыхравлатпăр
Çамрăк журналистсене йыхравлатпăр

Унăн тĕп тĕллевĕ – чăваш çамрăкĕсен çырас туртăмне, пултарулăхне аталантарасси, тăван чĕлхене юратма вĕрентесси, ытти чĕлхесене хисеплеме хăнăхтарасси. Конкурс икĕ номинаципе «текстсем» тата «видео» иртет.
Конкурса хутшăнмалли материалсене ятарлă формăпа 2023 çулхи декабрь уйăхĕн 15-мĕшĕччен [email protected] электронлă почтăпа ярса памалла.
Ăмăртăва унччен маларах массăллă информаци хатĕрĕсенче пичет курнă материалсене, конкурссене хутшăннисене йышăнмаççĕ. Хутшăнаканăн социаллă сетьри уйрăм аккаунтĕнче, шкул хаçатĕнче пичетленнĕ ĕçӗсене вара хапăл тусах кĕтеççĕ. Ĕçсем журналист жанрĕсене (заметка, репортаж, интервью, рецензи, корреспонденци, статья, эссе, очерк тата ытти) тивĕçтермелле. Вĕсен калăпăшĕ 1500 паллăран кая пулмалла мар.
«Видео» номинацире ăмăртакансем видеона уçламалли ссылкăсене ярса памалла. Видеосен вăрăмăшĕ – 5 минутран ытла мар.
Пĕр-пĕр участник икĕ номинаципе те хутшăнма пултарать.
Пултарулăх ăмăртăвне чăваш чĕлхипе çыракан пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенчи 7-11 классем, аслă пĕлÿ паракан вĕрентÿ заведенийĕсен студенчĕсем хутшăнма пултараççĕ. Шкул ачисен ĕçĕсене ÿсĕмĕсене кура икĕ ушкăна уйăрĕç: 7-9 классем тата 10-11 классем. Ĕçсен теми – ирĕклĕ.
Çĕнтерÿçĕсемпе парнеллĕ вырăнсене тивĕçнисене пурне те ятарлă Дипломсемпе палăртĕç.
Йĕркелÿ комитечĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: