Урал сасси
+19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕренÿ
9 Ноябрӗн 2023, 13:10

«Аслă шкулсен хушшинчи кампус – Пушкăртстанăн вĕренÿ тата наука сферине аталантрамалли пысăк утăм»

РФ Патшалăх Думин çут ĕç ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитет депутачĕ Эльвира Аиткулова Ĕпхÿ хулинче Аслă шкулсен хушшинчи кампуса (студентсен хули) никĕслени пирки хăйĕн шухăшне пĕлтернĕ.

«Аслă шкулсен хушшинчи кампус – Пушкăртстанăн вĕренÿ тата наука сферине аталантрамалли пысăк утăм»
«Аслă шкулсен хушшинчи кампус – Пушкăртстанăн вĕренÿ тата наука сферине аталантрамалли пысăк утăм»

- Раççей Президенчĕ Владимир Путин çĕршыври вĕрентÿ системи умĕнче тĕп тĕллев лартнă – вăл çак сферăна тĕнче шайĕнче чи лăйăххи тăвасси пулса тăрать. Çакă инноваци мелĕсене аталантарассипе, кĕске вăхăтра ют çĕршыв таварĕсене хамăрăннисемпе улăштарассипе  тата технологи сувениритетне никĕслессипе çыхăннă, - тенĕ халăх тарçи. – Пирĕншĕн çакă хамăр тума пултарнине чĕнсе калани пулса тăрать. Пирĕн талантлă çамрăксем пур, ăнăçлă бизнес проектсене пурнăçламалли тата экономика секторĕнче усă курмалли хатĕрленĕ ĕçсем (разработки) нумай. Аслă шкулсен хушшинчи кампус вĕсемшĕн старт лапамĕ пулса тăрĕ, кунта кашни студент тата ăсчах хăйсем мĕн шутланине инноваци йышăнăвĕсене кĕртме пултараççĕ. Çав çĕнĕлĕхсене Тăван çĕршыв кĕтет.

Çавăн пекех Эльвира Аиткулова Пушкăртстанри аслă вĕрентÿ сфери иккĕмĕш çуралнă кунне паллă тунине, пысăк аслă шкулсенче улшăнусем пулса иртнине çирĕплетнĕ. Радий Хабиров ертсе пыракан Пушкăртстан команди пулнине кура учрежденисем конкурссенче  мала тухаççĕ, çĕнĕлĕхсем валли федераллă грантсем çĕнсе илеççĕ. Çав вăхăтрах Раççейре те пĕтĕмĕшле вĕрентÿ тытăмĕ улшăнать, вăл тулаш политика лару-тăрăвне  тата ĕç рынокне шута илсе йĕркеленет.

Çак енчен пăхсан, кампус пысăк туртăну (рывок) тума май парать. Илĕртуллĕ инфраструктурăна пула çамрăк та талантла студентсем Ĕпхÿре пĕлÿ илĕç тата ĕçле пуçлĕç. Çакă малашнехи тĕрлĕ сферăра хăйне евĕр ăс-тăнлă специалистсен  йышне йĕркелеме май парĕ.  

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: