Урал сасси
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕренÿ
30 Апрелӗн , 10:40

Шкулсенчи пуçарусене пурнăçлама – патшалăх тимлĕхĕ

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров шкулсенчи пуçарусене пурнăçа кĕртме бюджетран укçа-тенке уйăрса памалли программа çинчен каласа панă. Унăн сăмахĕсем тăрăх, кăçал республикăри шкул ачисем асăннă программăна хутшăнмалли конкурса 374 заявка тăратнă. Çакă иртнĕ çулхинчен 155 заявка нумайрах пулса тухать. Тăват çĕре яхăн çыруран конкурс комиссийĕ 220-мĕшне тĕп тапхăра хутшăнма ирĕк панă. Чи хастаррисен шутĕнче -  Абзелил, Зианчура, Туймазă районĕсенчи, Ĕпхÿпе Нефтекамск тата Çтерлĕ хулисенче вĕренекенсем.

Шкулсенчи пуçарусене пурнăçлама – патшалăх тимлĕхĕ
Шкулсенчи пуçарусене пурнăçлама – патшалăх тимлĕхĕ

«Конкурсăн тĕшши ачасем хăйсем шкулта мĕнле проекта пурнăçа кĕртмеллине, хăш вырăна çĕнетмеллине суйласа илнинче. Çак программа вырăнти пуçарусене пулăшмалли программăна аса илтерет, анчах та вĕренекенсен хушшинче пурнăçланать. Кам-тĕр канупа хутшăну вырăнĕсене, спорт лапамне çĕнетме палăртать, теприсем столовăя юсашшăн е шкулта кафе уçасшăн. Çĕнтерÿçĕ проектсем валли республика хыснинчен укçа-тенкĕ уйăратпăр», - тесе çырнă Радий Хабиров социалă сетьсенче.

Çавăн пекех вăл конкурса хутшăнакансене ăнăçу суннă. Унсăр пуçне регион ертÿçи иртнĕ çул конкурсра Пушкăртстанăн тĕрлĕ кетесĕнчен килнĕ 144 проект çĕнтернине палăртнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: