Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕренÿ
15 Майӑн , 15:10

Пишкайăн шкулӗнче - хӑнасем

Май уйăхĕн 7-мĕшĕнче филологи ăслăлăхĕн кандидачĕ Л.В. Коротаева доцент чăваш уйрăмĕн студенчĕсемпе Анастасия Федоровапа тата Ольга Никитинапа Ĕпхÿ ăслăлăх тата технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕн гранчĕсене çĕнсе илессипе инноваци проектне пурнăçа кĕртес тĕллевпе (ертÿçи – М.С. Арсланова доцент) Авăркас районĕнчи Пишкайăн шкулне килсе ҫитрĕç.

Пишкайăн шкулӗнче - хӑнасем
Пишкайăн шкулӗнче - хӑнасем

Хăнасене шкул ачисемпе педагогсем ăшшăн кĕтсе илчĕç. Пишкайăн шкулĕн ачисем вĕсене юрă-ташă парнелесе савăнтарчĕҫ. Лариса Коротаевапа студентсем ачасемпе «Çамрăк журналист» чăвашла мастер-класс ирттерчĕҫ. Пĕлÿ çуртĕнче ăс пухакансем тĕп редакторпа корреспондент, интервью илекенпе фотограф тивĕçĕсене пурнăçласа пăхрĕҫ. Ҫамрăк журналистсем ертÿçĕсем пулăшнипе заметкăпа статья ҫырчĕҫ, репортаж хатĕрлерĕç, сăн ÿкерчĕксем ÿкерчĕҫ. Унсăр пуçне вĕренекенсем стена хаçачĕ кăларчĕҫ. Маттур ĕçленĕшĕн вĕренекенсене пĕчĕк парнесемпе сертификат парса хавхалантарчĕç. Шкул ачисем студентсене тĕрлĕ ыйтусем пачĕҫ. Аслă шкулта вĕренекенсем хаваспах вĕсем çине хуравларĕç. Хăнасем шкул музейне кайса курчĕҫ.
Тĕлпулу питĕ тухăҫлă иртрĕ, вăл пурне те савăнăҫлă кăмăл-туйăм парнелерĕ.

Елена САВЕЛЬЕВА, чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ.

Авăркас районĕ, Пишкайăн ялĕ.

Пишкайăн шкулӗнче - хӑнасем
Пишкайăн шкулӗнче - хӑнасем
Пишкайăн шкулӗнче - хӑнасем
Пишкайăн шкулӗнче - хӑнасем
Пишкайăн шкулӗнче - хӑнасем
Пишкайăн шкулӗнче - хӑнасем
Пишкайăн шкулӗнче - хӑнасем
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: