Урал сасси
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕренÿ
16 Майӑн , 18:00

Интернет-олимпиада çĕнтерÿçисем

Ĕпхÿ ăслăлăх тата технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕн пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультетĕнче апрель уйăхĕн 23-24-мĕшĕсенче 5-11-мĕш класс ачисемпе студентсем хушшинче чăваш чĕлхипе республика шайĕнче интернет-олимпиада иртрĕ.  Ăна онлайн мелĕпе йĕркеленĕччĕ.

Интернет-олимпиада çĕнтерÿçисем
Интернет-олимпиада çĕнтерÿçисем

Олимпиадăна Пушкăртстан Республикинчи Пелепейпе Çтерлĕ хулисенчи, Авăркаспа Пишпÿлек, Пелепейпе Давлекан, Иглинпа Ермеккей, Кармаскалăпа Куюргазă, Миякипе Çтерлĕ, Федоровкăпа Чекмагуш районĕсенчи тата Чăваш Республикинчи Муркашпа Вăрмар районĕсенчи вĕрентÿ учрежденисенчен,  И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчен, Шупашкар хулинчи 1№ гимназинчен 104 вĕренекен хутшăнчĕ.

Олимпиада пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, 12 вĕренекен çĕнтерÿçĕ, 69 призер пулса тăчĕç. Ăс-тăн ăмăртăвне хутшăнма кăмăл тунă вĕренекенсене, çĕнтерÿçĕсемпе призерсене саламлатпăр. Çĕнĕ çитĕнÿсем, пултарулăхра ăнăçу сунатпăр. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсен дипломĕсене электронлă почтăпа ярса парăпăр.   

Халĕ сире çĕнтерÿçĕсемпе паллаштаратпăр.

5-8-мĕш классем хушшинче:

I вырăн – Матвей Васильев (7кл., Кармаскалă районĕ, Йăмран шкулĕ, вĕрентекенĕ - Татьяна Козлова), Андрей Герасимов (6 кл., Кармаскалă районĕ, Йăмран шкулĕ,  Татьяна Козлова), Григорий Кобяков (6 кл., Кармаскалă районĕ, Йăмран шкулĕ, Татьяна Козлова), Давид Кузьмин (8 кл., Кармаскалă районĕ, Йăмран шкулĕ, Татьяна Козлова), Анастасия Кузьмина (7 кл., Давлекан районĕ, Чуюнчă-Николаевка шкулĕ, Лидия Исаева).

9-11-мĕш классем хушшинче:

Елена Макарова (9 кл., Кармаскалă районĕ, Йăмран шкулĕ, Татьяна Козлова) çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕ.

Студентсем хушшинче:

I вырăн – Анна Васильева (5 курс, Ĕпхÿ ăслăлăх тата технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕ), Кристина Никифорова (4 курс, Ĕпхÿ ăслăлăх тата технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕ), Константин Петров (3 курс, Ĕпхÿ ăслăлăх тата технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕ), Анастасия Федорова (5 курс, Ĕпхÿ ăслăлăх тата технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕ), Мария Чернова (И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ ), Элина Яковлева (5 курс, Ĕпхÿ ăслăлăх тата технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕ).

Лариса КОРОТАЕВА, филологи ăслăлăхĕн кандидачĕ, доцент.

Çтерлĕ хули.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: