Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕренÿ
21 Майӑн , 10:11

Артист пулас килет-и?

2025 çулта Мускаври Б.В. Щукин ячĕллĕ театр институтĕнче чăваш ачисем валли ятарлă актер курсĕ уçĕç.

Артист пулас килет-и?
Артист пулас килет-и?

– Мускаври чи лайăх театр институчĕ тÿлевсĕр вĕрентĕве 12 ачана йышăнать. Чăваш Республики вĕсене стипендипе тата общежитири вырăнпа тивĕçтерĕ. Театрăн тивĕçĕ – абитуриентсене вĕренме хатĕрлесси. Çавăнпа эпир театр студине уçрăмăр, çамрăксене итлесе пăхма хатĕр. Республикăн тата унăн тулашĕнчи районсене тухса актер пултарулăхне алла илме, профессиллĕ драма артисчĕ пулма хатĕр талантлă ачасене суйласа илме палăртатпăр, – каласа парать К.Иванов ячĕллĕ чăваш академи драма театрĕн директорĕ Елена Николаева.
Итленĕ çĕре чăвашла лайăх пĕлекен 16-21 çулхи çамрăксене йыхравлаççĕ. Конкурсра юрă юрласа, сăвă, монолог тата юптару каласа памалла.
Занятисем май уйăхĕнче Чăваш драма театрĕнче пуçланаççĕ. Вĕренÿ шăмат кунсенче иртет.
Чăваш театр студинче актер ăсталăхне, сцена калаçăвĕпе хусканăвне, хореографие тата вокала вĕрентĕç. Студине çÿрекенсем хăйсене сцена çинче тыткалама, илемлĕ литература чĕлхипе чăвашла калаçма вĕренĕç, хăйсен вăйне шанма пуçлĕç, пултарулăхне аталантарĕç.
Ыйтса пĕлмелли телефон: 8-952-025-97-95.
Григорий ФЕДОРОВ.
Шупашкар хули.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: