«Май уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа федераллă закон улшăннă. Вăл абитуриентсемшĕн чылай лояллă, çавăнпа та ваканси шыраса тĕллевлĕ пĕлÿ илесси ансатланчĕ. Чăн малтан çакă çамрăк специалиста ĕçпе тивĕçтерме гаранти туса парать. Унсăр пуçне ĕçпе тивĕçтерекен (работодатель) вĕреннĕ чухне студента социаллă тата укçа-тенкĕ пулăшăвĕпе тивĕçтерĕ. Çавăн пекех ĕçпе тивĕçтерекен яланах мĕнпур специализаципе практика иртме вырăнсем туса парĕ», - тенĕ Кира Галямова.
Кунта çакна та асăнса хăвармалла: абитуриент пĕр аслă шкула çеç суйласа илме пултарать. Заказчикпа вĕренÿ енĕ (направлени) те пĕрре çеç пулмалла. Çав вăхăтрах абитуриент çав университетах тата çав специальноçпах урăх формăпа вĕренме документсем тăратма пултарать. Заявленисене июль уйăхĕн 25-мĕшĕччен йышăнаççĕ.
Юрий СНЕГОПАД.