Урал сасси
-2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Вĕренÿ
13 Ноябрӗн , 14:00

Пелепейĕнчи виçĕ вĕренÿ учрежденине юсĕç

Пушкăртстан Республикинчи Пелепей районĕнче икĕ шкулпа ача садне юсĕç. Çакăн пирки район администрацийĕн пуçлăхĕ Азат Сахабиев пĕлтернĕ.

Пелепейĕнчи виçĕ вĕренÿ учрежденине юсĕç
Пелепейĕнчи виçĕ вĕренÿ учрежденине юсĕç

РФ Çут ĕç министерстви 2025-2027 çулсенче «Вĕренĕве аталантарасси» программăпа килĕшÿллĕн хăш вĕренÿ учрежденийĕсенче юсав ĕçĕсем ирттерессине палăртнă.  Асăннă списока Пелепей районĕнчи виçĕ учреждени — 8 № тата 15 № шкулсем, çавăн пекех 30 № «Аленушка» ача сачĕ — кĕнĕ.

«Асăннă çуртсене 60-70-мĕш çулсенчех туса лартнă, вĕсем пирĕн район историйĕн пĕлтерĕшлĕ пайĕ пулса тăнă, вĕсене çĕнĕ сывлăш пама йышăнни савăнтарать. Ачасемпе педагогсем хăтлă та хăрушсăр условисенче пулни пирĕншĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ, — палăртнă Азат Сахабиев.Юсав ĕçĕсене пурнăçлама федераци, республика тата вырăнти бюджетсенчен укçа-тенкĕ уйăрĕç.

2025 çулта 8 №  шкулăн тĕп корпусне тĕпрен юсĕç. Кунта 5-11 классенче 600 ытла ача вĕренет. 15 № пĕлÿ çурчĕ, кăçал 50 çулхи юбилейне паллă тунăскер, 2026-2027 çулсенче çĕнелĕ, 1-7 классенче ăс пухакан 1100 ытла вĕренекене пахалăхлă условисемпе тивĕçтерĕ. Кăçал 45 ҫул тултарнă 30 № «Аленушка» ача садне вара 2027 çулта юсĕç. Кунта çулталăк çурăран пуçласа 7 çулчченхи 222 воспитанник çÿрет, 12 ушкăн ĕçлет.

Пелепейĕнчи виçĕ вĕренÿ учрежденине юсĕç
Пелепейĕнчи виçĕ вĕренÿ учрежденине юсĕç
Пелепейĕнчи виçĕ вĕренÿ учрежденине юсĕç
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: