Вĕренекенсене объектра МТМ ертÿçи Алексей Федоров ăшшăн кĕтсе илнĕ. Экскурси парк территорийĕнче вырнаçнă техникăпа тата оборудованипе паллашнипе пуçланнă. Алексей Иванович хуçалăх усă куракан паянхи техникăна кăтартнă, çĕнĕ комбайнсемпе тата тракторсемпе мĕнле ĕçсем тума пултарни çинчен каласа панă. Çакă арçын ачасемпе хĕр ачасене уйрăмах интереслентернĕ.
Мастерскойĕнче ачасем транспорт хатĕрĕсене юсамалли тата пулăшу памалли тĕрлĕ станоксене курса киленнĕ. Кунта пулса курни шкул ачисене тракторист, токарь, водитель, механик профессийĕсем çинчен нумай çĕннине пĕлме май панă. Вĕренекенсем мастерской ертÿçине А. И. Федорова интереслĕ экскурсишĕн чунтан тав тунă. Ачасем аслă та пуян опытлă çын каланине тимлĕн итленĕ, асăнмалăх сăн ÿкерчĕксем те тунă. Экскурсирен вĕсем тулли кăмăлпа таврăннă.
Авăркас районĕ, Нукасак ялĕ.