Информатикӑпа пӗрлĕхлĕ патшалӑх экзаменӗ вӑхӑтӗнче вырăнти 1№ шкултан вӗренсе тухаканӑн ноутбукĕ ӗҫлеме чарăннă. Йӗркелӳҫӗсем компьютера улӑштарнӑ та экзамен тытакан хăйĕн ӗҫне вӗҫленӗ. Анчах пӗрремӗшӗнчен те, иккӗмӗш ноутбукран та тӗрӗслев кӑтартӑвӗсене Регионти информаци центрне мĕншĕн-тĕр ярса паман.
Пӑшӑрханнӑ ашшӗпе амӑшӗ Хӑрушлӑхсӑр интернет лигин директорӗпе Екатерина Мизулинапа çыхăннă. Ҫавӑн пекех лару-тӑрӑва ПР Çут ӗҫ министрӗ Ильдар Мавлетбердин хӑй тĕрĕслесе тăнă.
Пур тӗрӗслевсем те иртнĕ хыҫҫӑн лару-тӑру ача майлӑ çаврăннă.
«Выпускникăн информатикӑпа ППЭ ӗҫне тӗрӗсленӗ. Унăн результатне ҫӗнетнӗ. Резерв ноутбукӗпе пурнӑҫланӑ ĕçсене шута илнӗ», - тесе пĕлтернĕ регион ведомствин пресс-службинче.