Регионти парламент спикерĕ ăнлантарса панă тăрăх, маларах ашшĕ-амăшсем вĕренÿ тăкакĕн пĕр пайне хăй тĕллĕн ĕçлекен техникумсемпе колледжсенче çеç саплаштарма пултарнă. Çемьен çулталăкне пĕр ача пуçне 30 пин таран тавăрма май пур.
Çĕнĕ мел аслă вĕренÿ шкулĕсем çумĕнче вăтам специальность илекенсен тăкакĕсене те саплаштарма пулăшĕ. Ун пек студентсем республикăра 620. Унсăр пуçне вĕсем 2024/25 вĕренÿ çулĕсемшĕн те компенсаци илме пултарĕç.
Компенсацие çулĕ çитмен виçĕ ачаллă çемьесем çеç мар, аслă пĕлÿ илекен 23 çула çитичченхи ачисем пур çемьесем те тивĕçĕç. Çÿлерех асăннă мерăсем çемьеллĕ тата тăкакĕсене патшалăх саплаштаракан ачасене пырса тивмеççĕ.
Надежда РОДИОНОВА.