Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, республикăра вĕренÿ тытăмĕнче 113 пин ытла ĕçчен тăрăшать. Çакă вăл регионти предприятисемпе организацисенче мĕнпур ĕçлекенсен 12 проценчĕ пулать.
Професси вăтам пĕлÿ паракан учрежденисенче (ССУЗ) 4,3 пин вĕрентекен ĕçлет, вĕсенчен 114-шĕ - наука кандидачĕсем тата 17 доцент.
Аслă шкулсенче 4,5 пин профессорпа преподаватель пĕлÿ парать. Доктор диссертацине хÿтĕлесе ăслăлăх степенне илнисен шучĕ - 667, наука кандидачĕсем 2551 çынпа танлашать. Çавăн пекех профессор ăслăлăх ятне илнисем – 384, доцент – 1635 çын.
Вĕренÿ сферинче ытларах хĕрарăмсем ĕçлеççĕ: шкулсенче -89 %, колледжсемпе техникумсенче -79%, аслă шкулсенче -62 % .
Республикăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацисенче кашни иккĕмĕш вĕрентекенĕн ĕç стажĕ 20 çултан иртет.
Паян , октябрь уйăхĕн 3-мĕшĕнче, Пушкăртстан правительствин вице-премьерĕ Урал Кильсенбаев республикăри учительсене çывхарса килекен Вĕрентекен кунĕ ячĕпе саламланă.
Юрий СНЕГОПАД.