Пур хыпар та
Вĕренÿ
14 Ноябрӗн 2025, 12:00
1

Лазерлă станоксем çинче ĕçлеме вĕрентеççĕ

Федоровка район администраци пуçлăхĕ Венер Насретдинов пĕлтернĕ тăрăх, ултă шкул «Çамрăксем тата ачасем» наци проекчĕн  «Мĕнпур лайăххи ачасене» федераллă проекчĕпе килĕшÿллĕн çĕнĕ оборудовани илме тивĕçнĕ. Çапла пĕлÿ çурчĕсенчи «Хăрушсăрлăх никĕсĕсем тата Тăван çĕршыва хÿтĕлесси», «Труд (Технологи)» предметсен кабинечĕсен пурлăх никĕсĕ çĕнелнĕ.

Лазерлă станоксем çинче ĕçлеме вĕрентеççĕ
Лазерлă станоксем çинче ĕçлеме вĕрентеççĕ

Малашне арçын ачасем труд урокĕсенче çĕнĕ лазер станокĕсем çинче ĕçлеме пултарĕç, хĕр ачасем – паянхи куна тивĕçтерекен çĕвĕ машинисем çинче.

«Хăрушсăрлăх никĕсĕсем тата Тăван çĕршыва хÿтĕлесси» предмета ăша хывма пулăшакан предметсен кабинечĕсем Калашников автомачĕн, Макаров пистолечĕн макечĕсемпе, пĕтĕмĕшле çар тумĕсемпе, ÿсен-тăрансен тĕсĕсен муляжĕсемпе, противогазсемпе пуянланнă.

Федоровка тăрăхĕнчи вĕренÿ пайĕн специалисчĕсем пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи çулăн август-сентябрь уйăхĕсенче Ашкатар, Кузьминовка, Бала-Четырман ялĕсенчи пĕлÿ çурчĕсем тата Федоровка салинчи икĕ шкул çĕнĕ оборудовани илме тивĕçнĕ. 

Федоровка районĕ.

Лазерлă станоксем çинче ĕçлеме вĕрентеççĕ
Лазерлă станоксем çинче ĕçлеме вĕрентеççĕ
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас