Пур хыпар та
Вĕренÿ
30 Ноябрӗн 2025, 11:00
1

Студентсемпе аспирантсене – тивĕçлĕ стипенди

Тĕп услови – конкурс витĕр иртесси. Пушкăртстанра электронлă промышленность енĕпе пысăк çитĕнÿсем тăвакан студентсемпе аспирантсем валли К.А. Валиев ячĕллĕ стипендисем илме конкурс суйлавĕ иртесси пирки Раççейри Ăслăлăх тата аслă пĕлÿ министерстви пĕлтернĕ.

Студентсемпе аспирантсене – тивĕçлĕ стипенди
Студентсемпе аспирантсене – тивĕçлĕ стипенди

Заявкăсене аслă шкулсенчи иккĕмĕш тата ун хыççăнхи курссенче вĕренекен Пушкăртстанри студентсемпе аспирантсем пама пултараççĕ. Конкурса тăратнă документсене 2025 çулхи ноябрь уйăхĕн 28-мĕшĕччен йышăнĕç. Стипендисен виçи студентсемшĕн уйăхне 55 пин тенкĕ, аспирантсемшĕн 75 пин тенкĕ пулнине пĕлтереççĕ.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас