Пур хыпар та
Вĕренÿ
23 Декабрӗн 2025, 13:00
1

Вырăс чĕлхи словарĕ çулталăкра пине яхăн çĕнĕ сăмахпа пуянланнă

«Академос» ресурсăн (РАНăн Виноградов ячĕллĕ  вырăс чĕлхин институчĕ ) орфографи словарне 264 çĕнĕ статья кĕртнĕ. Пурĕ çулталăкне çĕнĕ сăмахсен шучĕ 921 танлашнă. Учрежденин официаллă сайтĕнче словарь тĕрлĕ сăмахсене, сăмах майлашăвĕсене, япала ячĕсене пула пуянланни пирки пĕлтернĕ.

Вырăс чĕлхи словарĕ çулталăкра пине яхăн çĕнĕ сăмахпа пуянланнă
Вырăс чĕлхи словарĕ çулталăкра пине яхăн çĕнĕ сăмахпа пуянланнă

Çапла актуаллă лексикăна агротуризм, безглютеновый, беспилотие, волонтёрство, гексакоптер, мультикоптер, гироскутер, детейлинг, инфомат, капча, крем-десерт, медиафасад, околонулевой, пациентоориентированный, политико-дипломатический, промпт-инженер, развиртуализация, релокант, релокация, сапборд, серверная, чекап, эмодзи тата ытти сăмахсен шучĕпе анлăлатнă.

Маларах пулса кайнă хăш-пĕр сăмахсем литература чĕлхин норминче çирĕпленеççĕ, словарьсенче, грамматикăра, вĕрентÿпе справка кĕнекисенче вырăн тупаççĕ. Сăмахран, авиагавань, агрегатор, вязчик, замкомандира, героико-революционный, глютен, драконоборец, касалетка (самолетра, поездра ун çине хурса вĕри апат параççĕ), пюрешка (макарошки  сăмах пур), раннеутренний, центнеровый, шалайка. Словаре арçын родне кĕрекен плацкарт сăмаха – вакун тĕсĕ (билет в плацкарт) кĕртнĕ.  Маларах чылай словарьсенче тата «Академосра» плацкарта (билет с плацкартой) сăмах çеç пулнă.

Пĕчĕк е пысăк сас паллирен  çырмалли сăмахсен ыйтăвĕсене Донецк Халăх Республики (ДНР), Луганск Халăх Республики  (ЛНР) сăмах майлашăвĕсене словаре кĕртнипе ăнлантарса пулать.

Словаре кĕртнĕ çĕнĕ сăмахсен тулли списокне В. В. Виноградов ячĕллĕ Вырăс чĕлхин институчĕн сайтĕнчи «Академос» словарьте тупса пулать.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас