Пур хыпар та
Вĕренÿ
27 Кӑрлач , 11:00

Республикăри аслă шкулсенче хăш çĕршывсенчен килнĕ студентсем вĕренеççĕ?

Пушкăртстанри статистика ĕçченĕсем пĕлтернĕ тăрăх, ытларах Туркменистанран килнĕ студентсем ăс пухаççĕ.

Республикăри аслă шкулсенче хăш çĕршывсенчен килнĕ студентсем вĕренеççĕ?
Республикăри аслă шкулсенче хăш çĕршывсенчен килнĕ студентсем вĕренеççĕ?

Статистика кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн республикăри аслă шкулсенче 8,9 пин ют çĕршыв гражданинĕ пĕлÿ илет. Ытларах асăннă çĕршывсенчен килнĕ студентсем вĕренеççĕ:
 - Туркменистан – 2 621 çын;
 - Инди – 2 520 çын;
 - Таджикистан – 1 071 çын.

Çавăн пекех Пушкăртстанра Узбекистанран килнĕ 827 студент аслă пĕлÿ илет, Казахстанран – 612, Кăркăстанран – 287, Египетран – 275, Ирантан – 79, Китайран – 77, Мароккăран – 42, Азербайджанран – 26, Вьетнамран - 25.

Пĕтĕмĕшле республикăри аслă шкулсенче 109 пин студент вĕренет, вĕсенчен 8,5% - ют çĕршыв çыннисем.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас