Март уйăхĕнче Пысăк театрăн юбилейне тата Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалласа «Шăнкăравсем вырăнне кĕвĕсем» Пĕтĕм Раççейри проектпа килĕшÿллĕн шкулсенчи йăлана кĕнĕ шăнкăравсене юрă-кĕвĕ композицийĕсемпе улăштарĕç. Вĕренÿ учрежденисенче Петр Чайковский, Михаил Глинка тата Александр Бородин кĕвĕ хайлавĕсен сыпăкĕсем янăрĕç.
Шкул ачисем «Руслан и Людмила» оперăри увертюрăна, «Евгений Онегинри» «Уж как по мосту-мосточку» хайлава, «Лебединое озеро» балетри «Танец маленьких лебедей», «Князь Игорь» оперăри «Улетай на крыльях ветра» композицие аса илĕç е пĕрремĕш хут илтĕç.
Çавăн пекех вĕренекенсем валли «Шăнкăравсем вырăнне кĕвĕсем» инструментпа сăнлав ÿнерĕн Пĕтĕм Раççейри конкурс çĕнтерÿçисем шăрантарнă кĕвĕсем те янăрĕç.
Пирĕн MАХри канал - max.ru/ursassi.