Пур хыпар та
Вĕренÿ
5 Мартӑн , 14:00

Чыс та мухтав çĕр поэтне

Кăçалхи çул ноябрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче чăваш халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ çуралнăранпа 115 çул çитет. Çак куна халалланă мероприятисем  çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче иртеççĕ, çав шутра Пушкăртстанра та. Иртнĕ эрнере çĕр поэчĕн (халăх хушшинче ăна чылай чухне сума суса çапла палăртаççĕ) тăван ялĕнче, Слакпуçĕнче, Пелепей районĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен «Ухсай вулавĕсем» ăслăлăхпа практика конференцине йĕркелерĕç.

Чыс та мухтав çĕр поэтне
Чыс та мухтав çĕр поэтне

Чăн малтан вĕрентекенсемпе хăнасен (вĕсен шутĕнче Пелепей районĕнчи ЧНКА ертÿçи Владимир Яковлев, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Елена Данилова, «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов )ушкăнне Константин Иванов ячĕллĕ Слакпуç шкулĕн вĕренекенĕсем юрă-кĕвĕпе тата вĕренÿ учрежденин ертÿçи Ольга Иванова ăшă сăмахсемпе  саламларĕç, Яков Гавриловича яланах асра тытнине, унăн хайлавĕсем паянхи куншăн та пĕлтерĕшлĕ пулнине аса илтерчĕç.

Тĕлпулу тухăçлă  иртрĕ. Тăван чĕлхене вĕрентекенсем Ухсай пурнăçĕпе пултарулăхне ачасен ăшне хывас ĕçре тĕрлĕ мелсемпе усă курнине, пуян та тарăн тĕпчев ĕçĕсене тишкерсе пухăннисене кăтартса пачĕç. Çавăн пекех хăйсен ĕçĕнчи паха опытпа паллаштарчĕç, малашлăх планĕсене палăртрĕç. Ăслăлăх конференцин ăсталăх тĕпелĕсен (мастер классен) темисене те асăнса хăвармалла: «Пушкăртстан Республикин сумлă ывăлĕсем», «Паллă поэтсен - Ухсай Яккăвĕпе Мустай Каримăн - туслăхĕ», «Ухсай Яккăвĕн хайлавĕсенчи халăх философийĕ», «Ухсай Яккăвĕн произведенийĕсемпе чăваш литературин урокĕсенче ачасен критикăлла шухăшлавне аталантармалли технологисемпе усă курасси». Пур тема та кăсăк та пĕлтрĕшлĕ пулни куç умĕнче.

Çак енĕпе ăсталăх тĕпелĕн çĕнтерÿçисем Пелепей хулинчи чăваш гимназийĕн вĕрентекенĕ,  ПР тава тивĕçлĕ учителĕ Вера Алексеева тата Слакпуç шкулĕн чăваш  чĕлхипе литературине вĕрентекен Мария Трофимова пулса тăчĕç.

Вĕренекенсем хайлава илемлĕ те шухăша интонаци шайĕнче кирлĕ пек пусăмпа пăлăртса, çав вăхăтрах хăйсен тыткаларăшĕпе итлекен, куракан  умĕнче çулти шайра кăтартса парасси вĕрентекенрен нумай килет. Çак ăсталăха пĕлÿ паракан хăйĕн тĕслĕхĕпе çирĕплетни пĕлтерĕшлĕ. Конференци программипе килĕшуллĕн асăннă ыйту çине те пысăк тимлĕх уйăрчĕç. Вĕрентекенсем Ухсай Яккăвĕн сăввисене пăхмасăр вулас ăсталăха кăтартса пачĕç. Алексей Емельянов вĕрентекен (чăваш гимназийĕ) хайĕн «Мăнаçлă сăвăç, полиглот» сăввине (ăна вăл халăх поэтне халалланă) вуласа çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ.

«Ухсай вулавĕсем» ăслăлăхпа практика конференцине пĕтĕмлетнĕ май Пелепей район администрацин вĕренÿ управленин специалисчĕ Светлана Гареева çĕнтерÿçĕсене Хисеп хучĕсем парса чысларĕ, вĕрентекенсене хăйсен йывăр та пархатарлă  ĕçĕнче ăнăçу сунчĕ. Çавăн пекех мероприятие пухăннисем йышпа  Константин Ивановпа Ухсай Яккăвĕн палăкĕсем умне чĕрĕ чечексем хучĕç.

Юрий СНЕГОПАД.

Пелепей районĕ.

Чыс та мухтав çĕр поэтне
Чыс та мухтав çĕр поэтне
Чыс та мухтав çĕр поэтне
Чыс та мухтав çĕр поэтне
Чыс та мухтав çĕр поэтне
Чыс та мухтав çĕр поэтне
Чыс та мухтав çĕр поэтне
Чыс та мухтав çĕр поэтне
Чыс та мухтав çĕр поэтне
Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас