Пушкăртстанра 16,5 пин пулас абитуриент шутласа кăларнă. Регионти аслă шкулсем 17 пин бюджетлă вырăн уйăрма пултараççĕ. Çак кăтарту 2025 çулпа танлаштарсан 3,2 процента ÿснĕ. Çакăн çинчен кашни эрнере иртекен Министрсен кабинечĕн оперативлă канашлăвĕнче пĕлтернĕ.
- Регионти аслă вĕренÿ заведенийĕсем абитуриентсене йышăнма хатĕр, пирĕн 11 класс пĕтернисен 75 проценчĕ бюджет вырăнĕсене йышăнма пултараççĕ, - пĕлтернĕ Пушкăртстанри наукăпа аслă пĕлÿ патшалăх комитечĕн председателĕ Светлана Мустафина.
Çав вăхăтрах регионта «шкул – аслă шкул – предприяти» профориентаци системи аталанать. Аслă шкул никĕсĕ çинче йĕркеленĕ 15 вĕренÿ лапамĕнче (предуниверсарий) 10-11 класри ачасене аслă шкул преподавателĕсем профильлĕ предметсемпе тарăн пĕлÿ параççĕ. Иртнĕ çул çавăнта пĕлÿ пухнă 430 вĕренекен регионти аслă шкулсене вĕренме кĕнĕ.
- 2026 çулхи йышăну кампанийĕ Госуслуги порталти «Аслă шкула онлайн мелпе кĕр» («Поступай в вуз онлайн») сервиспа усă курĕ, - тесе палăртнă регион пуçлăхĕн пресс-службинче. Çав вăхăтрах йышăну комиссине хăв документсене килсе парасси е почтăпа ярса парасси те сыхланса юлать.
Республика пуçлăхĕ Радий Хабиров Пушкăртстанра регионти аслă шкулсене суйласа илнĕ выпускниксене пулăшасси малалла тăсăлни çинчен палăртнă. Тĕслĕхрен, пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсене 100 балпа тытса республикăри аслă шкулсене вĕренме кĕрекенсене пĕр хутчен парăнакан ятарлă тÿлев параççĕ.