Республикăри обществăлла палатăн пресс-служби Пушкăртстанра шкулсенчи социаллă апатланăва тĕрĕсленĕ май, кĕçĕн классенче вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсенчен ыйтăм ирттернине тата муниципалитетсенчи шкулсене тухса çÿренине пĕлтернĕ.
Асăннă ыйтăма 23 пин ашшĕ-амăш хутшăннă. Ытларахăшĕ апатсене ăшăлла пама тата вĕсене паха продукцинчен хатĕрлеме ыйтаççĕ. Ыйтăм апрель уйăхĕн 17-мĕшĕччен тăсăлĕ.
Ĕпхÿри 16 шкулти кĕçĕн классен апатланăвне тĕрĕсленĕ чух регионти Обществăлла палатăн вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комиссин председателĕ Марина Таран ашшĕ-амăш ыйтнипе менюна кĕртнĕ улма-çырлана ачасем çименнине палăртнă. Вăл çирĕплетнĕ тăрăх, виçĕ шкулта меню пĕр пек, анчах та апата пĕçересси тата унăн пахалăхĕ тĕрлĕрен пулнă. Çавна май поварсене хушма пĕлÿ парассине йĕркелессипе тата апат-çимĕç хатĕрлемелли технологи карттисене лайăхлатассипе çыхăннă ыйту сиксе тухнă. Хăш-пĕр шкулсенче ачасен хăрушсăрлăхне тата хăтлăхне тивĕçтерес тесе савăт-сапа улăштарма тивĕ.
Шкулти апатланăва тĕрĕслесси малалла тăсăлать. Пушкăртстанри муниципаллă обществăлла палатăсем хуласемпе районсенче кĕçĕн классен апатланăвне тĕрĕслĕç. Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх профильлĕ ведомствăсемпе çавра сĕтел ирттерĕç.
Пирĕн MАХри канал - https://max.ru/ursassi.