Пур хыпар та
Вĕренÿ
1 Апрелӗн , 18:00

Пушкăртстан Пуçлăхĕ «Профессионалсем» слета хутшăнакансемпе тĕл пулнă

Ĕнер, март уйăхĕн 31-мĕшĕнче, Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров «Профессионалсем» слета хутшăнакансемпе тĕл пулнă. Вăл Чишма районĕнчи Максим Серафимов Раççей Паттăрĕ ячĕллĕ «Патриот» çарпа патриотизм паркĕнче иртнĕ.

Пушкăртстан Пуçлăхĕ «Профессионалсем» слета хутшăнакансемпе тĕл пулнă
Пушкăртстан Пуçлăхĕ «Профессионалсем» слета хутшăнакансемпе тĕл пулнă

Пушкăртстан Раççей Федерацинче чемпионатсен юхăмĕнче лайăх кăтартусемпе палăрса тăрать.

«Пĕр цифра çеç илсе кăтартатăп, вăл хăйех лайăххине çирĕплетет. Регионти тапхăрсене хутшăнакан лидерсен шучĕ 1106 çынран  (2023 çулта) 2026 çул тĕлне 30 пине çитнĕ. Çĕршывĕпе илсен пирĕн республикăра професси вĕренÿ учрежденийĕсем чи пысăкки – 92 колледж. Вĕсенче 120 пин студент пĕлÿ илет. Паянхи кун рабочи профессийĕн сумĕ ÿсни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, вăл анлă сарăлса пырать. Вĕсене завод фабрикăсенче кĕтеççĕ, тивĕçлĕ ĕç укçи тÿлеççĕ.

Паянхи кун технологисене аталантарни, производствăна автоматизацилени малашлăха шанчăклă тăвать. Эсир – çĕнĕ ăру специалисчĕсем, сирĕн хальхи вăхăт ыйтакан оборудованисемпе ĕçлеме тÿр килет, искусствăлла интелектăн цифровизицине, технологине пурнăçа кĕртмелле пулать», - палăртнă Радий Хабиров.

Унăн шухăшĕпе, колледжсенче вĕренекенсен уйрăмах паянхи кун çĕнĕ пĕлĕве ăша хывас тесе çине тăрса ĕçлемелле, чемпионат юхăмĕсене хутшăнмалла.

«Çакă сире професси енчен тем тесен те хăвăра аталантарма пулăшать. Ĕç рынокĕнче эсир кирлĕ çын пулса тăратăр, хăвăр çемйĕрсене çителĕклĕ те тулăх пурнăçпа тивĕçтеретĕр. Çапла майпа республика тата çĕршыв экономикине аталантарас ĕçе тÿпе хыватăр. Эпир хамăр енчен вăтам професси вĕрентĕвне пулăшма тăрăшатпăр. Юлашки тăватă çул хушшинче 32 çурта юсаса çĕнетнĕ. Кăçал тата 5 колледжра тĕпрен юсав ĕçĕсем туса ирттерĕç»,-  тенĕ Радий Хабиров.

Республикăра вĕренÿ процесĕ çĕнелсе аталанать. «Профессионалитет» федераллă проекта пула регионта хальхи хатĕрсемпе тивĕçтернĕ 19 вĕренÿпе производство кластерĕсем йĕркеленĕ. Кăçал тата 8 кластер уçма палăртнă.

Пирĕн ачасем професси ăсталăхĕ енĕпе иртекен федераллă конкурссенче парнеллĕ вырăнсем çĕнсе илеççĕ. Пĕтĕм Раççейри «Профессионалсем» юхăмра Пушкăртстан команди малти вуннăмĕш ушкăн шутĕнче шутланать. Пĕлтĕр пирĕннисем 42 медаль çĕнсе илнĕ, вĕсенчен 9-шĕ чи пысăк пробăлли (ылтăн).

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас