Пур хыпар та
Вĕренÿ
2 Апрелӗн , 13:00

Пушкăрт аграри университетĕнче «Агронетика центрĕ» уçăлнă

Пушкăрт патшалăх аграри университетĕнче «Агронетика центрĕ» уçассипе çыхăннă чаплă мероприяти иртнĕ. «Агронетика центрĕ» ял хуçалăх ăслăлăхĕ шайĕнче тĕрлĕ проектсем пурнăçа кĕртмелли лапам шутланать. Кунта наука тĕпчевĕсем ирттерĕç, паянхи технологисене хута ярĕç. Центр март уйăхĕн 31-мĕшĕнче «Апат-çимĕç хăрушсăрлăхне технологи тĕлĕшĕнчен тивĕçтересси» наци проекчĕ шайĕнче уçăлнă.

Пушкăрт аграри университетĕнче «Агронетика центрĕ» уçăлнă
Пушкăрт аграри университетĕнче «Агронетика центрĕ» уçăлнă

«Агронетика центрĕ» уçассипе çыхăннă церемоние ПР Правительствин премьер-министрĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов хутшăннă.

Министр палăртнă тăрăх, республикăн аграри аслă шкулĕ паянхи саманана туллин тивĕçтерет, çамрăксене илĕртет. Анчах хăтлă инфрастуктура йĕркелени çителĕксĕр, аслă шкул отрасльте ыран ĕçлекен профессионалсене хатĕрлемелле.

Центр вĕренÿпе лаборатори комплексĕнчен тăрать. Ăна генетика тĕпчевĕсем тата селекци ĕçĕсем ирттерме пысăк технологиллĕ оборудованисемпе тивĕçтернĕ. Уйрăмах кунта ăс-тăн, агропромышленность комплексĕнче пилотсăр системăсен, биологи системинчи мультиомикслă кăтартусен, ял хуçалăх робототехникипе мехатроникин лабораторийĕсем пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ.   

 

Пушкăрт аграри университетĕнче «Агронетика центрĕ» уçăлнă
Пушкăрт аграри университетĕнче «Агронетика центрĕ» уçăлнă
Пушкăрт аграри университетĕнче «Агронетика центрĕ» уçăлнă
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас