Урал сасси
+34 °С
Ясно
Вĕренÿ
1 Июля , 06:00

Пушкăртстана 59 çĕнĕ шкул автобусĕ уйăрнă

Транспорт хатĕрĕсем региона август уйăхĕн 1-мĕшĕччен килсе çитмелле.

Пушкăртстана 59  çĕнĕ шкул автобусĕ уйăрнăПушкăртстана 59  çĕнĕ шкул автобусĕ уйăрнă
Пушкăртстана 59 çĕнĕ шкул автобусĕ уйăрнă

РФ Правительствин председателĕ Михаил Мишустин Раççей регионĕсем валли çĕршывра туса кăларакан шкул автобусĕсем туянасси пирки калакан хушăва алă пуснă. Документпа килĕшÿллĕн Пушкăртстан 59 çĕнĕ транспорт илме тивĕçнĕ. Вĕсенчен 11 автобусĕ вун икĕ вырăнлăх, 23-шĕ – 20 çын вырнаçмалăх, 15-шĕ – 24 вырăнлăх, 10-шĕ – 25 ытла вырăнлăх.

Пушкăртстана Раççейĕн ытти регионĕсем пекех çĕршывра туса кăларнă автобуссене уйăрнă. Транспортпа тивĕçтерекенсен шутĕнче – «НАЗ» ООО Автомобиль завочĕ тата «ПАЗ» ООО.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас