

«Фермер шкулĕ» проектăн выпускникĕсем агробизнес аталантараççĕ, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçаççĕ, регионăн апат-çимĕç хăрушсăрлăхне çирĕплетеççĕ. 2026 çулта республикăри фермерсем 468,8 млн тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕ илме пултараççĕ.
Вĕренÿ виçĕ уйăх хушши Пушкăрт патшалăх аграри университечĕ никĕсĕ çинче «Тухăçлă бизнес-модельсем» темăпа иртнĕ. Вĕренекенсем практикăна регионти чи пысăк агропредпряитисенче иртнĕ. Пурте тĕрлĕ юхăмсене (хурт-хăмăр ĕçĕ, аш тата сĕт паракан выльăх ĕрчетесси, агротуризм тата ытти те) пырса тивекен бизнес-плана хÿтĕленĕ.
Чи тухăçлă проектсен шутĕнче тĕрлĕ тĕслĕ çăмартасем паракан тата альпакăсем ĕрчетекен фермăсем пулнă. Чылай выпускник хăйĕн проекчĕпе грант конкурсĕсене хутшăнма палăртать.
«Фермер шкулĕ» проект Пушкăртстанра 2020 çултанпа пурнăçа кĕрет. Унта 315 çын хутшăннă.