

Пĕр вырăна тăватă заявлени. Ку вăл республикари колледжсенче йышăнакан кампанин 2026 çулти вăтам кăтартăвĕ пулать.
- Çамрăксем пĕр харăс темиçе колледжа заявлении параççĕ, анчах та пĕтĕмĕшле кăçал ÿсĕм пур. Иртнĕ çул тăхăр класс пĕтернисен 62 % колледжсене суйласа илнĕ пулсан, кăçал – 67%. Çакă пурлăх никĕсĕпе çыхăнă тата 35 колледж „Профессионалитет“ проекта кĕнипе, - тенĕ Пушкăртстан çут ĕç министрĕ Ильдар Мавлетбердин.
Çав вăхăтрах республика пуçлăхĕ коледжсене вырăнта вĕренме кĕреймен ачасене малашне пирĕн çухатмалла марри çинчен асăрхаттарă.
- Вĕсем 10-мĕш класса килеççĕ-çке. Енчен те эпир çак ĕçе (колледжсене вĕренме йышăнассине) малалла та аталантаратпăр пулсан, вĕренме йышăнакан çамрăксен йышне ÿстермелле пулать. Вĕсем хамăр патрах пĕлÿ илччĕр. Çакă стратегиллĕ тĕллев, анчах та шухăшласа пăхас пулать, - тесе хушу панă Радий Хабиров.
Юрий СНЕГОПАД.