Урал сасси
+13 °С
Облачно
Вĕренÿ
6 Августа , 06:00

Радий Хабиров чи лайӑх вӗрентекенсене чысланă

Пушкӑртстанра регионсем хушшинчи «Пушкӑрт чӗлхипе тата литературине ҫулталӑкра чи лайăх вӗрентекен-2026», республикӑри «Пушкӑртстанăн ҫулталӑк вӗрентекенӗ» тата ун витĕмĕпе иртекен «Тăван чĕлхепе литературăна çулталăкри чи лайăх вĕрентекенĕ» конкурссен çĕнтерÿçисемпе лауреачӗсене наградăланă. Пушкӑртстан Республикин Пуҫлӑхӗн премийӗсене 15 педагог тивĕçнĕ.

Радий Хабиров чи лайӑх вӗрентекенсене чысланăРадий Хабиров чи лайӑх вӗрентекенсене чысланă
Радий Хабиров чи лайӑх вӗрентекенсене чысланă

📚 «Пушкӑрт чӗлхипе тата литературине ҫулталӑкра чи лайăх вӗрентекен-2026» регионсем хушшинчи конкурс ҫӗнтерӳҫи Ĕпхÿри Хохлов ячӗллӗ 10№ вӗрентӳ центрӗн пушкӑрт чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Ляйсан Хасанова пулнă. Иккӗмӗш вырӑна Зилаир районӗнчи Юлдыбай ялӗнчи Абсалямов ячӗллӗ шкулти Земфира Кинзябаева йышӑннӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Янаул хулинчи Муксинов ячӗллӗ гимназири Альбина Мухаметшина вĕрентекен тухнă. Ҫавӑн пекех конкурс лауреачӗсем Каримов ячӗллӗ 42№ лицейри пушкӑрт чӗлхипе литературин Альфина Габидуллина тата Ĕпхÿри 127№ шкулти Фануза Киленбаева вӗрентекенсем пулнă.

 

📝 «Пушкӑртстан ҫулталӑк вӗрентекенӗ -2026» республика конкурсӗнче Ĕпхÿри 93№ физикӑпа математика лицейӗн вырӑс чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Ангелина Степанова ҫӗнтернӗ. Благовещенскри Киняшов ячӗллӗ 6№ шкулӑн пуҫламӑш классен вӗрентекенӗ Любовь Луговая иккĕмĕш пулнă. Ĕпхÿри 29№ Вӗрентӳ центрӗн математика вӗрентекенӗ Данила Бобров виҫҫӗмӗш вырӑна тухнă. Конкурс лауреачӗсем Ĕпхÿри 39№ гимназин историпе обществознани учителӗ Влада Десяткова тата Ĕпхÿ районӗнчи Жуково ялӗнчи Ильин ячӗллӗ шкулӑн пуҫламӑш классен учителӗ Александра Макаренко пулнă.

 

✏ «Тăван чĕлхепе литературăна çулталăкри чи лайăх вĕрентекенĕ-2026» конкурс ҫӗнтерӳҫи Дюртюли районӗнчи Черлак ял шкулĕн мари чӗлхипе литературине вӗрентекенӗ Татьяна Аптулаева пулса тăнă. Иккӗмӗш вырӑна Ĕпхÿри 24№ шкулăн пушкӑрт чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Гульшат Валиуллина йышӑннă. Ĕпхÿ районӗнчи Миловка ял шкулĕн тутар чӗлхипе литература вӗрентекенӗ Дамир Давлетгареев çĕнтерÿçĕсен виççĕмĕш картлашкине йышăннă.

 

💐 Кармаскалӑ районӗнчи Суук-Чишма ялĕнчи чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Альбина Петрова тата Куюргазӑ районӗнчи Новомурапаталово ялӗнчи Баязит Бикбай ячӗллӗ шкулӑн тутар чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Рамила Узбекова конкурс лауреачӗсем пулса тăнă.

 

Инга АЛЕКСЕЕВА.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас