Урал сасси
+20 °С
Облачно
Вĕренÿ
26 Августа , 10:00

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче шкулӗсенче телефонсемпе усă курма чарĕç

 Сентябрь уйăхĕн 1-мӗшӗнчен ҫӗршыври пур шкулсенче те телефонсемпе усӑ курма чарӗҫ. Кун пирки РФ ҫут ӗҫ министрӗ Сергей Кравцов пĕлтернĕ.

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче  шкулӗсенче телефонсемпе усă курма чарĕçҪӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче  шкулӗсенче телефонсемпе усă курма чарĕç
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче шкулӗсенче телефонсемпе усă курма чарĕç

Кăçалхи май уйăхĕн 8-мĕшĕнче алă пуснă приказ çӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫлансан вӑя кӗрет.

Документра палӑртнӑ тӑрӑх, вӗренекен занятисенче тата пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан программӑсене ăша хывнă чухне гаджетсемпе усӑ курмалла мар. Уйрăм лару-тăрура çеç, шкулта вӗренекенсемпе унта ĕçлекенсен пурнӑҫӗпе сывлӑхĕшĕн хӑрушлӑх сиксе тухсан,  телефонсемпе усă курма юрать. Тăхтав вăхăтĕнче гаджетсемпе усӑ курассине кашни шкул уйрӑм йӗркелет.

 Аса илтеретпӗр, 2024 ҫулта Пушкӑртстан Курултайӗн депутачӗсем ҫавӑн пек саккуна регионта йышӑннӑ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас