Урал сасси
+17 °С
Облачно
Вĕренÿ
9 Сентября , 04:00

Çĕнетнĕ шкулти малтанхи утăмсем

Сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ – тĕрлĕ ăрури çынсемшĕн ырă та хумхануллă самант. Çак уяв кашни çын пурнăçĕнче тĕлĕнмелле çĕнĕ тапхăр пуçланнине пĕлтерет. Уйрăмах пĕрремĕш хут шкул алăкĕсене уçса  кĕрекенсемшĕн.

Çĕнетнĕ шкулти малтанхи утăмсемÇĕнетнĕ шкулти малтанхи утăмсем
Çĕнетнĕ шкулти малтанхи утăмсем

Авăркас районĕнчи Шланлăри вăтам шкула кăçал вĕсем улттăн килчĕç (пурĕ 72 вĕренекен). Вĕсене Луиза Ивановна Баймуратова  вĕрентекен хăйĕн ачисене кĕтсе илнĕ пек йышăнчĕ. Çак кун ĕнер кăна ялти ача садне çÿренĕ шăпăрлансемшĕн тепĕр асра юлмалли самант та пулса иртрĕ. Вĕсем хуларинчен нимпе те кая мар, юсаса çĕнетнĕ хăтлă та капмар шкула ура ярса пусрĕç. Пурнăçри çĕнĕ тапхăра çĕнетнĕ çуртра пуçларĕç. Çак пулăм пĕрремĕшсемшĕн уйрăмах  пĕлтерĕшлĕ. Тен, çакна вĕсем хальлĕхе хăйсем ăнкарса та илеймеççĕ пулĕ, анчах та пурăна киле ăс-тăнра тарăн йĕр хăварĕ.

Пĕлÿ çуртне «Çамрăксем тата ачасем» наци проекчĕн витĕмĕпе «Шкулти вĕренÿ системине модернизацилени» федераллă программăпа усă курса çĕнетнĕ, пĕтĕмĕшле 46 млн тенкĕ (çав шутра 5 млн тенкĕ район уйăрнă)  тăкакланă. Тунă ĕçсен шутне çурта тулаш енчен илемлетнине, шалти пÿлĕмсене юсаса кашни предмет кабинечĕсене тĕрлĕ хатĕрсемпе тивĕçтерни (халĕ вĕсене кĕрсен тухас та килмест – авт.), хурал кĕтесне йĕркелени (паянхи кун унсăр мая килмест), коридорсемпе фойене юмахри кĕтесе çавăрнине  тата ыттине кĕртмелле.

- Юсав ĕçĕсене кăçалхи февральте пуçларăмăр та çичĕ уйăх хушшинче палăртнине пурнăçларăмăр. Пысăк тав строительсемпе вĕрентекенсене, ачасен ашшĕ-амăшĕсене. Район администраци, вĕренÿ уйрăмĕ ячĕпе те  ăшă сăмахсем калас килет. Вĕсем кашни утăма  хак парса вырăнлă сĕнÿсем пачĕç. Район администраци пуçлăхĕ Арслан Шагаретдинов çеç вырăнта çичĕ хутчен пулчĕ. Малашнехи çитĕнÿсем вара пĕтĕмпех пирĕнтен, педагогсен коллективĕнчен, (вĕсем пурĕ 12 вĕрентекен)  килнине эпир питĕ лайăх ăнланатпăр, - терĕ 25 çул шкул директорĕнче тăрăшакан Андрей Алексеев.

Пĕлÿ кунне халалласа иртнĕ линейкăна сумлă хăнасем хутшăнчĕç. Вĕсен шутĕнче – ПР правительствин премьер-министрĕ Ирек Сагитов, Авăркас район администраци пуçлăхĕ Арслан Шагаретдинов, район прокурорĕ Руслан Абдуллин, вĕренÿ уйрăмĕн ертÿçи Рустам Гилязетдинов, «Дружба» СПК председателĕ Зилавир Максютов, Виссарион Игнатьев предприниматель тата çак йĕркесен авторĕ. Вĕсем савăнăçлă линейка пухăннисене çĕнетнĕ пĕлÿ çуртĕнче çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа саламларĕç, тивĕçлисене Тав çырăвĕсем парса чысларĕç.

Шланлă шкулĕнчи  çĕнĕлĕхсенчен пĕри вăл - профильлĕ агрокласс уçни. «Дружба» хуçалăх ертÿçи шкулпа малашне те çыхăну тытма, май çитнĕ таран пулăшма  шантарчĕ. Зилавир Хайдарович «Пĕрремĕшсен юхăмĕ» пулĕмре тăххăрмĕш класра вĕренекенсене (вĕсем çу кунĕсенче СПКна пулăшнă) Хисеп хучĕсем парса чысларĕ. Унсăр пуçне шкула сĕтелçи теннис туянма сертификат парнелерĕ.

Савăнăçлă уяв программине пĕрремĕш шăнкăрав илем кÿчĕ. Ăна вун пĕрмĕш класра вĕренекен Алена Алексеевапа пуçласа пĕлÿ тĕнчине ура ярса пуснă Николай Никифоров шăнкăртаттарчĕç. Çавăн пекех мероприятие вĕçленĕ май хăнасем хут самолетсем çине хăйсен сĕнĕвĕсене çырса пĕрремĕшсене алăран тыттарчĕç. Çапла майпа кашнин пĕлÿ самолечĕ вĕçеве тухрĕ. Вĕçев ăнăçлă пуласси вара кашни вĕренекенпе вĕрентекенрен килĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Авăркас районĕ,

Шланлă ялĕ.

Çĕнетнĕ шкулти малтанхи утăмсем
Çĕнетнĕ шкулти малтанхи утăмсем
Çĕнетнĕ шкулти малтанхи утăмсем
Çĕнетнĕ шкулти малтанхи утăмсем
Çĕнетнĕ шкулти малтанхи утăмсем
Çĕнетнĕ шкулти малтанхи утăмсем
Çĕнетнĕ шкулти малтанхи утăмсем
Çĕнетнĕ шкулти малтанхи утăмсем
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас