Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
29 Июлӗн 2021, 17:14

Шкул ачисене 10 пин тенкĕ тÿлеве август уйăхĕн 2-мĕшĕнчен пама пуçлĕç

Раççей Президенчĕ Владимир Путин шкул ачисене пĕр хутчен парăнакан тÿлеве срокчен маларах,  август уйăхĕн 2-мĕшĕнчен, пама хушнă. Кун пирки патшалăх пуçлăхĕ июль уйăхĕн 28-мĕшĕнче пĕлтернĕ.

Шкул ачисене 10 пин тенкĕ тÿлеве август уйăхĕн 2-мĕшĕнчен пама пуçлĕç
Шкул ачисене 10 пин тенкĕ тÿлеве август уйăхĕн 2-мĕшĕнчен пама пуçлĕç

Пĕр хутчен паракан 10 пин тенкĕ тÿлеве  сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕччен е çĕнĕ вĕренÿ çулĕн пĕрремĕш кунĕнче ултă çул тултарнă тата июль уйăхĕн виççĕмĕшĕнче (указ тухнă пĕрремĕш кун) е ун хыççăн 18 çул  тултаракан ачасене параççĕ. Укçа-тенке ачасене усрава, опекăна илнисем, попечительсем илме пултараççĕ.

Тÿлеве çавăн пекех  шкул программипе вĕренекен 18-23 çулхи сусăр тата сывлăхĕсем начар пулнипе тулли пурнăçпа пурăнайман ачасем тивĕçĕç.

Малтанхи кăтартусем тăрăх, Пушкăртстанра пĕр хутчен парăнакан 10 пин тенкĕ тÿлеве пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан программăпа вĕренекен  6-18 çулхи  650 пин ача тивĕçĕ.

Надежда РОДИОНОВА.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: