Пур хыпар та
Вĕрентÿ
25 Ноябрӗн 2022, 15:20

Çтерлĕри тутар-чăваш кафедрине – 25 çул

Ĕпхури наука тата технологисен университечĕн (ĕлĕкхи ППУ) Çтерлĕри филиалĕн тутар тата чăваш кафедри çак кунсенче 25 çул тултарчĕ. Çав ятпа ĕнер, ноябрь уйăхĕн 24-мĕшĕнче, кунта саванăçлă пуху тата «XXI ĕмĕрти  тĕрĕк филологийĕ: проблемăсемпе малашлăх» темăпа наукăпа практика конференцин пĕр пайĕ иртрĕ. Паян çак форумăн тепĕр пайĕ онлайн мелĕпе малалла тăсăлчĕ.

Çтерлĕри тутар-чăваш кафедрине – 25 çул
Çтерлĕри тутар-чăваш кафедрине – 25 çул

Пысăк форум ĕçне аякран килнĕ сумлă хăнасем хутшăнчĕç. Вĕсем Ĕпхÿ хулисĕр пуçне, Шупашкарпа Хусантан та пулчĕç. Вĕсен шутĕнче – Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн ĕçченĕсем Галина Ильинапа Ирина Семенова филологи наукисен кандидачĕсем, Хусанти федераллă университетăн Филологи тата культурăсен хушшинчи  коммуникаци институчĕн профессорĕ Флера Сайфуллинапа Кадрия Фатхуллова доцент, Тутарстан Республикин Г.Ибрагимов ячĕллĕ Чĕлхе, литература тата ÿнер институчĕн директорĕн инноваципе тата тулаш çыхăнусемпе ĕçлекен çумĕ Алсу Шарипова филологи наукисен кандидачĕ, Адьфат Закирзянов профессор, Тутарстанри Энцеклопеди тата регионоведени институчĕн аслă наука ĕçченĕ Рамиль Исламов профессор, РАН Ĕпхÿри федераллă тĕпчев центрĕн Ÿнер, чĕлхе, литература  институчĕн  филологи профессорĕ  Гульназ Ягафарова, М.Акмулла ячĕллĕ Пушкăрт патшалах педагогика университечĕн тутар чĕлхипе литература кафедрин ертÿçи Илшат Насипов профессор, филологи науккисен докторĕ Раиф Амиров (Ĕпхÿ хули) тата ыттисем.

Мероприятие килнĕ хăнасем кафедра ĕçченĕсене саламларĕç, пухăннă халăха хăйсен тĕпчев ĕçĕсемпе паллаштарчĕç. Çавăн пекех кафедра коллективне Çтерлĕри филиалăн директорĕ Игорь Сыров саламларĕ, кафедра ертÿçине Илсур Мансурова тата унăн ĕçченĕсене Лира Афанасьевапа Лариса Коротаевана, Расима Мукимовапа Язгуль Аскарована Хисеп хучĕсем парса чысларĕ.

Аслă шкул преподователĕсене Çтерлĕри чăваш наципе культура автономийĕпе чăваш культура обществин  председателĕсем Оксана Федоровапа Ольга Иванова, «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов, Геннадий Челпир сăвăç, Чăваш республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Юрий Леонтьев (Авăркас районĕ),  «Тавах» халăх ансамблĕн хастарĕсем, çак вĕрентÿ учрежденинчен вĕренсе тухнисем саламларĕç.

Юбилея халалланă уяв савăнăçлă концерт программипе вĕçленчĕ. Ăна пушкăрт, тутар, чăваш юрри-кĕвви, ташă çаврăмĕсем илем кÿчĕç.

Форум çинчен тĕплĕнрех «Урал сассин» черетлĕ номерĕсенчен пĕринче вуласа пĕлме пулĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Çтерлĕри тутар-чăваш кафедрине – 25 çул
Çтерлĕри тутар-чăваш кафедрине – 25 çул
Çтерлĕри тутар-чăваш кафедрине – 25 çул
Çтерлĕри тутар-чăваш кафедрине – 25 çул
Çтерлĕри тутар-чăваш кафедрине – 25 çул
Çтерлĕри тутар-чăваш кафедрине – 25 çул
Çтерлĕри тутар-чăваш кафедрине – 25 çул
Çтерлĕри тутар-чăваш кафедрине – 25 çул
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: