Урал сасси
+4 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
3 Октябрӗн 2023, 10:45

Педагог карьера тумасть

Ĕпхÿ хулинчи Первомайский паркĕнче Калинин районӗнчи Чăваш вырсарни шкулĕн отчетлă концерчĕ иртрĕ. Ăна асăннă шкул директорĕ Полина Демченко (çак йĕркесен авторĕ) ыйту-хурав евĕр йĕркелерĕ.

Педагог карьера тумасть
Педагог карьера тумасть

Хушма пĕлÿ паракан педагогăн профессийĕ, пултарулăхĕ çинчен панă ыйту никама та сÿрĕк хăвармарӗ. Çамрăк хореограф Анастасия Васильевашăн ĕçре чи кирли - воспитанниксен ашшĕ-амăшĕ хăйне шанни, палăртнă шухăшсене пурнăçа кĕртни. Лиана Фаттахова хăйне телейлĕ çын тесе шутлать, мĕншĕн тесен вăл юратнă ĕçне пурнăçлать. Вăл кашни кун пĕчĕк ачасене вокал искусствин тĕнчипе паллаштарать. Юрий Михайлов педагог-ертÿçĕ панă: «Эпир çут тĕнчере мĕн тĕллевпе пурăнатпăр?» ыйту çине: «Çынсене ырăлăхпа çутă парнелеме, культура еткерне сыхласа хăварма, кашни ачана телейлĕрех тума!», - тесе хуравларӗ. Декораципе ĕçлев ÿнерĕн педагогĕсем Марина Миловзоровапа Зайтуна Галимова, Гульнур Усачевапа Римма Файзрахманова хăйсен калаçăвĕнче воспитанниксен пултарулăх шухăш-ĕмĕчĕ вĕçĕ-хĕррисĕр пулнине, ачасем хăйсен аллипе тĕлĕнмелле хитре япалсем тума пултарнине пĕлтерчĕç. Кунта В. А. Сухомлинский: «Ача аллинче ăсталăх мĕн чухлĕ нумайрах, вăл çавăн чухлĕ ăслăрах», - тенĕ сăмахсем тÿрре тухаççĕ.
Илемлĕх, пултарулăх çулĕ вĕçĕ-хĕррисĕр пек туйăнать. Анчах та кашни отчетлă концерт хыççăн кружоксенче, студисенче, пĕрлешÿсенче чăн-чăн ăстана тухнă ачасемпе сыв пуллашма тивет. Кăçал 20 вĕренекен тĕрлĕ конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Хисеп хучĕсемпе Дипломсене тивĕçнĕ.
Педагог карьера тумасть. Вăл хăйĕн пурнăçне ачасене халаллать. Вăл - артист, анчах та куракансем ăна алă çупмаççĕ. Вăл - скульптор, анчах унăн хайлавĕсене çынсем курмаççĕ. Кунсерен кирлĕ хавхалану валли унăн вăй-хал ăçтан тупмалла-ха? Хăйĕнче, пурнăçлакан ĕç пĕлтерĕшĕнче, общество ĕçне йышăннинче, хисепленинче.
Полина ДЕМЧЕНКО,
чăваш вырсарни шкулĕн директорĕ.
Ĕпхÿ хули.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: