Урал сасси
+4 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
15 Ноябрӗн 2023, 15:23

Республика 2023 çул вĕçлениччен 10 çĕнĕ автобус туянĕ

Пушкăртстан шкулĕсене çĕнĕ те хальхи вăхăтпа килĕшÿллĕ автобуссемпе тивĕçтересси вĕрентÿ процесĕн пĕлтерĕшлĕ пайĕ шутланать.

Республика 2023 çул вĕçлениччен 10 çĕнĕ автобус туянĕ
Республика 2023 çул вĕçлениччен 10 çĕнĕ автобус туянĕ

Паян республика шкулĕсем ГАЗ, УАЗ тата ПАЗ маркăллă 39 автобуса тивĕçрĕç. Пурĕ Пушкăртстан Раççей регионĕсенче шкул транспортне çĕнетесси федераллă программăпа 49 автобус туяннă. Автобуссене Абзелил, Элшей, Аскин, Баймак, Балтач, Пелепей, Белорецк, Благовещенск, Бурай, Бурзян, Давлекан, Ермеккей, Ишимбай, Караидель, Кармаскалă, Краснокамск, Кушнаренково, Салават, Çтерлĕ, Ĕпхÿ, Учалă, Хайбулла, Чекмагуш, Чишма, Шаран районĕсене тата Ĕпхÿ хулине ăсатĕç.

- Шкул автобусĕсене ГЛОНАСС системăпа, тахографсемпе тивĕçтернĕ. Вĕсенче ачасем ăшăра тата хăрушсăрлăхра шкула, турнирсемпе олимпиадăсене çитмелли, республика тăрăх çул çÿреве тухмалли пурте пур. Тата çакăн пек 10 автобус çулталăк вĕçлениччен илĕпĕр. Çакă Пушкăртстан  шкул автопаркне çĕнетессин тепĕр утăмĕ пулĕ, - тесе çырнă Радий Хабиров хăйĕн телеграм-каналĕнче.

Кăçал август уйăхĕнче республикăри шкулсене 18 çĕнĕ автобус панă. Пурĕ Пушкăртстан шкулĕсене  2019 çултан пуçласа 630 автобус уйăрнă. Вĕсенчен 236-шне регион бюджетĕнчен туяннă.

- Çак ĕçе малалла тăсăпăр, унран вĕренекенсен пурнăç пахалăхĕ тата ашшĕ-амăшĕсен лăпкăлăхĕ килет, - палăртнă Радий Хабиров.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: