Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
11 Мартӑн , 12:44

Пушкăртстанри шкулсенче тĕплĕ юсав ĕçĕсем пуçланĕç

Пушкăртстанра март уйăхĕн вĕçĕнче шкулсенче тĕплĕ юсав ĕçĕсен виççĕмĕш тапхăрĕ пуçланĕ. Çакăн çинчен вĕрентÿпе наука министрĕ Ильдар Мавлетбердин оперативлă канашлура пĕлтернĕ.

Пушкăртстанри шкулсенче тĕплĕ юсав ĕçĕсем пуçланĕç
Пушкăртстанри шкулсенче тĕплĕ юсав ĕçĕсем пуçланĕç

- Кăçал 31 шкулта юсав ĕçĕсене пуçлатпăр. Конкурс процедурисем пирки пĕлтернĕ, март уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне кăçалхи тĕплĕ юсав ĕçĕсем ирттермелли патшалăх тата муниципаллă контрактсене алă пусмалла, - тенĕ ведомство ертÿçи регион пуçлăхĕ Радий Хабиров ыйтăвĕ çине хурав панă май.

Çавăн пекех министр  тĕплĕ юсавра 14 тĕрлĕ ĕç пурнăçлани, çав шутра апат-çимĕç блокĕ тата столовăйсене юсассипе çыхăннă ĕçсем  кĕни çинчен те пĕлтернĕ.

- Раççей президенчĕ Федераллă Пухăва янă уçă çырупа паллаштарнă чух шкулсенче тĕплĕ юсав ĕçĕсене ирттерес программа 2030 çулччен тăсăласси, ун çумне ача сачĕсене юсас программа та хушăнасси пирки асăнчĕ. Çапла майпа пирĕн начар шкул çурчĕсен ыйтăвне татса пама, ача пахчисемпе çыхăннă лару-тăрăва лайăхлатма май пулĕ, - палăртнă Радий Хабиров.

Башкортостан#Уралсасси#нацпроект#Образование

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: