Урал сасси
+4 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
14 Мартӑн , 10:00

Çтерлĕре хими наукине тĕпчеме пĕрлĕхлĕ вĕрентÿ хутлăхĕ йĕркелĕç

Пушкăрт сода компанийĕ Çтерлĕ хулинче пысăк масштаблă вĕрентÿ проекчĕн пуçаруçи пулса тăнă. Проект хула тата аслă шкулсене, вăтам професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисене, предприятисене пĕрлештерĕ. Вăл ачасене хими предмечĕпе чăнласах интересленме май парĕ, професси суйласа илме те пулăшĕ.

Çтерлĕре хими наукине тĕпчеме пĕрлĕхлĕ вĕрентÿ хутлăхĕ йĕркелĕç
Çтерлĕре хими наукине тĕпчеме пĕрлĕхлĕ вĕрентÿ хутлăхĕ йĕркелĕç

 - Эпир шкул ачисемпе вĕрентекенсем кăна мар, вĕрентÿ учрежденисен педагогĕсем, студент-химиксем, çавăн пекех Росхими предприяти ĕçченĕсем те пĕрле ĕçлеме пултаракан пĕрлĕхлĕ хутлăх йĕркелесшĕн. Çакă ачасенче хими наукипе интересленес туйăма вăйлăлатĕ, вăрентĕвĕн пур енĕсене кăтартса пама пулăшĕ. Тен, вĕсем тăван хуларах ĕçлеме тăрса юлĕç, - тенĕ Пушкăрт сода компанийĕн пĕтĕмĕшле ыйтусемпе тата кадрсен управленийĕ енĕпе ĕçлекен директор Владимир Ануфриев.

Вĕрентÿ хутлăхĕ темиçе юхăмран тăрĕ. Пĕрремĕшĕ – Пушкăртстанăн кăнтăр енче олимпиада юхăмĕн наставникĕсен ассоциацине йĕркелесси. Иккĕмĕшĕ – Çтерлĕри химипе технологи колледжĕн никĕсĕ çинче çуллахи хими шкулне уçасси.

Йăлана кĕнĕ хими олимпиадисемпе конференцисем, профильлĕ уроксем ирттернисĕр пуçне паянхи вĕрентÿ хутлăхĕн шайĕнче инновациллĕ хими кабинечĕсем те уçнă. Çакăн йышши кабинетсем Çтерлĕри тăватă шкулта, Ĕпхÿ патшалăх нефть университечĕн хула филиалĕнче тата Çтерлĕри химипе технологи колледжĕнче уçăлнă.      

 

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: