Урал сасси
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
16 Мартӑн , 11:05

Пелепей тăрăхĕнчи вĕрентекенсемшĕн халăх педагогики ĕçре малти вырăнта

  Март уйăхĕн 14-мĕшĕнче Пелепей районĕн Метепуç шкулĕнче районпа хула шкулĕсенче тăван чĕлхепе литература вĕрентекенĕсен черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна «Чăваш чĕлхипе литература урокĕсенче тӑван чӗлхене вӗрентес ӗҫре халӑх педагогикипе усӑ курни» темăпа йĕркелерĕмĕр.

Пелепей тăрăхĕнчи вĕрентекенсемшĕн халăх педагогики ĕçре малти вырăнта
Пелепей тăрăхĕнчи вĕрентекенсемшĕн халăх педагогики ĕçре малти вырăнта

 Чи малтанах шкул директорĕ Игорь Борисов вĕрентекенсене шкул историйĕпе, паянхи лару-тăрупа паллаштарчĕ. Унтан вĕрентекенсем концерт пăхрĕç. Ăна Çемье çулне халалланă: ачасем чăвашла сăвăсем каларĕç, юрăсем юрларĕç, ташăсем ташларĕç.

Семинарăн иккĕмĕш пайĕнче вĕрентекенсем Метепуç шкулĕнче чăваш чĕлхине вĕрентекен Ирина Борисован уçă урокне хак пачĕç. Ачасем урокра чăвашла илемлĕ те хитре калаçма пĕлнине курса савăнчĕç, тĕрлĕ ĕçсем тунине сăнарĕç. Ирина Витальевна ачасене урокра хавхалантарса пычĕ, чăваш халăх педагогикипе усӑ курса вĕрентнине кăтартрĕ. Ярмулай шкулĕнче ĕçлекен Татьяна Алексеева вĕрентекен те хăйĕн вĕрентÿ пултарулăхĕпе паллаштарчĕ.

Семинарăн виççĕмĕш пайĕнче Чăваш чĕлхи кунне мĕнле ирттересси çинчен сăмах пычĕ. Вĕрентекенсем çак уява кăсăкрах та лайăхрах, асра юлмалла  йĕркелесси çинчен калаçрĕç, кашниех сĕнÿсем пачĕç.

 Пĕтĕмлетсе çакна палăртмала, семинар пурне те килĕшмелле тата усăллă иртрĕ.

Вера АЛЕКСЕЕВА, Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ.

Пелепей хули.

Пелепей тăрăхĕнчи вĕрентекенсемшĕн халăх педагогики ĕçре малти вырăнта
Пелепей тăрăхĕнчи вĕрентекенсемшĕн халăх педагогики ĕçре малти вырăнта
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: