Урал сасси
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
22 Мартӑн , 15:25

Раççейре срокран маларах пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсене пама пуçланă

РФ Çут ĕç министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Раççейре ППЭ палăртнă срокран маларах парас тапхăр пуçланнă. Апрель уйăхĕн 22-мĕшĕччен 3000 шкул ачи экзаменсем тытĕ. Паян выпускниксем географипе литература предмечĕсене мĕнле пĕлнине кăтартса панă.

Раççейре срокран маларах пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсене пама пуçланă
Раççейре срокран маларах пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсене пама пуçланă

Мартăн 26-мĕшĕнче вырăс чĕлхипе экзамен парĕç, 29-мĕшĕнче – математикăпа. Апрелĕн 2-мĕшĕнче биологипе физика тата ют чĕлхе (çырмалли пайне) предмечĕсем тăрăх пĕлĕве тĕрĕслĕç. Апрелĕн 5-мĕшĕнче – ют чĕлхесен сăмах вĕççĕн пайне. Апрель уйăхĕн 9-мĕшĕнче – обществознанипе информатика, 12-мĕшĕнче историпе хими экзаменĕсем иртĕç. Апрель уйăхĕн 15-22-мĕшĕсем мĕнпур предмет валли те резервлă кунсем шутланаççĕ.

Тĕп тапхăрта пĕр-пĕр сăлтава пула экзамен тытайманнисем палăртнă вăхăтран маларах  пама пултарĕç.              

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: