Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
4 Апрелӗн , 11:35

Учитель сумне ÿстерес тĕллевпе мерăсем йышăнаççĕ

Пушкăртстанра Педагог тата наставник çулталăкĕнче  учитель профессийĕн сумне ÿстерес, шкулсене специалистсене явăçтарас тĕллевпе çĕнĕ мерăсем йышăннă.

Учитель сумне ÿстерес тĕллевпе мерăсем йышăнаççĕ
Учитель сумне ÿстерес тĕллевпе мерăсем йышăнаççĕ

Çакăн пирки «Взлетай» шкул вĕрентĕвĕн улттăмĕш форумĕн ларăвĕнче Пушкăртстан Пуçлăхĕн администрацийĕн ертÿçи Максим Забелин пĕлтернĕ. Ял-саласенче ĕçлекен çамрăк вĕрентекенсене çулсерен паракан грантсен шутне ÿстернĕ (25 пуçласа 150 çити, кашнийĕ 690 пин тенкĕпе танлашать). Патшалăх тата тăван чĕлхесене вĕрентекен учительсене паракан премисене те пысăклатнă. Çак шута полилингваллă шкулсен педагогĕсене те кĕртнĕ.

Ача сачĕсенче вăй хуракан педагогика ĕçченĕсене çулсерен 575 пин тенкĕпе танлашакан 50-шар грант, республика конкурсĕн çĕнтерÿçисемпе лауреачĕсене преми парĕç.

 - Эпир малашне те педагогсене пулăшу парăпăр. Çак ĕçре РФ Президенчĕн йышăнăвĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ. Кăçалхи çулăн сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен шкулсемпе колледжсенчи директорсен воспитани енĕпе ĕçлекен советникĕсене  5 пин тенкĕ, 2024 çулхи март уйăхĕн 1-мĕшĕнчен 100 пин çынран ытла мар пурăнакан ял-саласенчи пĕлÿ çурчĕсенче тăрăшакан класс ертÿçисемпе кураторсене 10 пин тенкĕ таран хушма тÿлев пама йышăннă, - палăртнă Максим Забелин.   

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: