Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
6 Майӑн , 15:32

Оборона промышленноçĕн ĕçченĕсем профессиллĕ пĕлÿ илĕç

Кăçал Пушкăртстанра оборонăпа промышленность предприятин 1150 ĕçченĕ професси пĕлĕвĕ тата хушма професси вĕрентĕвĕ илĕç.

Оборона промышленноçĕн ĕçченĕсем профессиллĕ пĕлÿ илĕç
Оборона промышленноçĕн ĕçченĕсем профессиллĕ пĕлÿ илĕç

2024 çулта республикăна уйăрнă квотăн хисепĕ иртнĕ çулхипе танлаштарсан 24 процент ытларах пулĕ. Пурĕ Пушкăртстанра çак тĕллеве пурнăçлама 68,5 млн тенкĕ уйăрĕç. Вĕсенчен 98 проценчĕ – федераллă хыснаран.

Патшалăх программине хутшăнакансен шутне Ĕпхÿ, Çтерлĕ, Нефтекамск тата Ишимбай хулисен предприятийĕсем кĕнĕ. Программа шутне вырăнта ĕçлекенсене çĕнĕ профессие вĕрентесси çеç мар, çĕнĕ çынсене явăçтарасси те кĕрет.

Башкортостан#Уралсасси#нацпроект#Повышение#производительноститрудаиподдержказанятости 

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: