-13 °С
Пӗлӗтлӗ
Çав кун Пушкăртстан территоринче спирт тытăмлă шĕвексене сутма чарнă. Тивĕçлĕ йышăнăва регион влаçĕсем çирĕплетнĕ.
Çапла майпа уяв кунĕнче пĕтĕм лавккасенче алкоголь сутма пăрахăçланă. Обществăлла апатлану, ресторансемпе кафесенче, çĕрлехи барсенче çеç алкоголь туянма пулĕ.
Çавăн пекех Пушкăртстанра Çĕнĕ çул каникулĕсен хăш-пĕр кунĕсенче, Пĕлÿ, Çамрăксен кунĕсенче тата Сабантуйсенче алкоголь тытăмлă шĕвексем сутма чарнă.